Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманта вут кăвар ан алхастăр

Шăрăх тата типĕ çанталăка пула пушарсем çĕршывĕпех алхасаççĕ. Чылай çĕрте вăрман çунать. Çак инкек республика вăрманĕсене пырса тивес хăрушлăх та пур. Çавна май хăш-пĕр муниципалитет пуçлăхĕсем вăрмансене çынсене тата автотранспорта ирĕккĕн пырса кĕме чаракан ятарлă постановленисем кăларнă.

Вăрмансене сиен кÿме пултаракан хальхи пек пысăк хăрушлăх 1972 çултанпа пирĕн республикăра пулман. Ытти çулсенче вăрмансем çу уйăхĕн вĕçĕнче вырăн-вырăн çункалатчĕç. Кăçал пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăрмансене тата маларах сÿнтерме пуçларĕç.

Пĕлтĕр кĕркунне çумăр сахал çурĕ, ир шăнтнипе çĕр çак нÿре сăхса ĕлкĕреймерĕ. Вăрманти шурлăхсем те типсе юлчĕç. Ăшă çуркунне юр шывне хăвăрт юхтарса ячĕ. Ăшă тата çиллĕ çанталăк уй-хирти курăка, вăрманти çулçăсене типĕтрĕ. Унччен çул-çăллă йывăçсем пушарсенче аптăрасах каймастчĕç, кăçал вĕсем те шар кураççĕ. Лăсăллă йывăçсем пирки вара калаçмалли те çук.

Хулара тата районта пурăнакансем канмалли кунсенче вăрмана çитсе килме васкаççĕ, çут çанталăкра шашлăк çисе савăнаççĕ. Анчах та хăйсем хыççăн кăвайтсене пурте сÿнтерсе хăварма васкамаççĕ. Канакансем кайнă хыççăнах уçланка вут-çулăм ярса илесси те инçех мар.

Кун пек çивĕч лару-тăру тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистет. Халĕ вăрмансене çынсене тата автотранспорта ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнă. Енчен те эсир кăвайт хунă пулсан сире административлă майпа явап тыттарма пултарĕç. Пушар тухас пулсан айăплисене шыраса тупайăн-и-ха унта;

Кун пек çирĕп йышăнусем вăрмана пачах та ура ярса пусмалла маррине пĕлтермеççĕ паллах. Анчах та пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине тÿрремĕнех асăрхаттараççĕ.

В.МИХАЙЛОВ, пушар хуралĕн инспекторĕ.



"Канаш"
11 августа 2010
00:00
Поделиться