Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вута сарăлма паман

Кĕç­нерни кун кăнтăрла хыç­çăн Кÿкеç пĕтĕмпех тĕтĕм ăшне путрĕ. 2 сехет иртсен редакцие çине-çине шăнкăравсем килме пуç­ларĕç. «Кÿкеç­ри вăрман çунать теç­çĕ, тĕрĕсех-и?» – Шупашкартан шăнкăравлакан ĕç­тешĕн, Алина Изманăн, шăнкăравĕ васкаса çула тухма хистерĕ.

Хĕрлĕ автан

― Пăшăрханма кирлĕ мар, вăрман çунмасть, ― терĕ патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуç­лăхĕ Николай Миронов. ― Стадионран инçех мар типĕ курăк хыпса илнĕ. 300 тăваткал метр лаптăкра сÿнтертĕмĕр ăна. Вăрманпа çÿрекен Кÿкеç ял тăрăх çыннисемех 2 сехет çурăра çулăма асăрхаса милицие шăнкăравласа пĕлтерчĕç.

Пушар хуралĕн ĕç­ченĕсем вырăна тухса тÿрех вут аллине парăнтарнă. Кунта иртен-çÿренсем çулăма вăхăтлă асăрханине, малтан хăйсемех сÿнтерме пуç­ланине те палăртмалла. Ахальлĕн çак шăрăх вăхăтра вăрманта пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Паллă мар çын вутпа асăрханмасăр усă курнă ― пушара хирĕç кĕрешекенсем типĕ курăк çунма пуç­ланин сăлтавне çапла ăнлатараç­çĕ. Сăмах май, ку вăрманта ăç­та тунката пур, унта эрех-сăра савăчĕ йăваланать. Пирус мăкăрлантарса пыра хаяр шĕвекпе чÿхеме юратакансем, шашлык кăмăллакансем тÿрех çакăнта çул тытаç­çĕ. Тен, сăлтавĕ вĕсенче?... Типĕ курăк çунма пуç­ланă вырăнта та кăвайт чĕртни курăнать. Шашлык юратакансем унта паян пулнă е урăх кун ― çирĕплетсе калама йывăртарах.

Çынсене вăрмана кĕнĕ çĕрте, шалта йывăç­сем çине шашлык пĕçерме, пирус туртма юраманни çинчен калакан хутсем çакни те шухăшлаттармасть пулмалла. Çавăнпах ĕнтĕ ĕнерхи кунтан ку участокра патруль çÿреме пуç­ларĕ. «Августăн 12-мĕшĕнче çак ушкăна йĕркелерĕмĕр. Участковăй, патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕ, патрульпе пост служби кашни кунах вăрманта тĕрĕслев ирттерĕç», ― пĕлтерчĕ Николай Валерьевич.

 

 



"Тăван ен"
13 августа 2010
00:00
Поделиться