Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртетпĕр, йывăç лартатпăр

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе районта кĕркуннехи мероприятисене йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Район пуçлăхĕн Н.Миллинăн 2010 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 173-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен район территорийĕнче тăван тавралăха тирпей-илем кỹрес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе массăллă мероприятисене йĕркелесе ирттерме палăртаççĕ. Унта предприятисемпе организацисен, учрежденисен, мĕнле харпăрлăхра тăнине пăхмасăр, пурин те хутшăнмалла, хастарлăх кăтартмалла. "Йывăç ларт тата ăна упра" акци те пуçланать. Районта çак ĕçе авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пурнăçлама палăртаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисене çак ĕçсене пурнăçлама хушнă: - тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе ушкăнпа тухса ĕçлессине йĕркеле- мелле; - предприятисен территорийĕнче вырнаçнă усă курман производство объекчĕсене йĕркене кĕртмелле; - ирĕк илмесĕр уçнă свалкăсенчен хăтăлмалла; - масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси çине уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçлани çинчен юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне район администрацине информаци тăратмалла.



"Елчĕк Ен"
18 сентября 2010
00:00
Поделиться