Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Этем айăпне пула...

Республикăн 18,3 пин тăваткал километр йышăнакан территорийĕнчен 596,9 пин гектар вăрман. Кашни кил-çурта тенĕ пекех çут çанталăк газĕпе ăшăтатпăр пулин те мунча хутма, ытти тĕллевпе вутă кÿрсе килетпĕр. Пÿрт, хуралтă тума йывăçран хатĕрленĕ стройматериал туянатпăр. Вăрман ырлăх нумай кÿрет. Анчах ăна мĕнле пăхатпăр-ха? Çак тата вăрман ĕçĕпе çыхăннă ытти ыйтăва ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.В.Ермолаев хуравлать.

- Чăваш Енĕн вăрман фончĕ вăрман çитĕнекен лаптăкран тата йывăç лартман çĕртен /утă вырăнĕ, шурлăх, шыв-шур, çул, уçланкă т. ыт. те/ тăрать, - терĕ Анатолий Валентинович. - Иккĕмĕшне йывăçпа симĕслетме тĕллев лартмастпăр. Республикăн вăрман саппасĕ 79,29 млн кубла метр. Лăсăллă йывăç калăпăшĕ - 34, хытă çулçăллин - 21, çемçе çулçăллин - 45:. Çамрăк йывăç - 44, вăтам çулсенчи тата çитĕнсе пыраканни - 46, çитĕнсе çитни тата нормăпа пăхнинчен ытларах ÿсекенни - 10:. Шăпах çакă - вăрман саппасĕн пĕрре вуннăмĕш пайĕ - стройматериала каять. Тĕп вырăнта - юман, хыр, хурăн. Çапах та чи нумаййи - çăкапа ăвăс. Йывăç ÿснĕ май çуллен 1,7 млн кубла метр е кашни гектарта 3,1 кубла метр хушăнать.

- Иртнĕ 20 çулта вăрман пысăкланнă-и е пĕчĕкленнĕ-и?

- Çак хушăра улшăну пулчĕ: пин-пин тĕп лартнăран лаптăксем ÿссех пычĕç. 1990 çулта республика çĕрĕн 30,8: вăрманччĕ, халĕ - 32,4. Йывăç саппасĕ 78,53 млн кубла метрччĕ, 79,29 млн кубла метра çитрĕ. Малтан пушă пулнă вырăна 2009 çулта 1122 гектар хунав лартнă.

- Çынсем вăрман кăларма Киров облаçне çÿреççĕ. Чăваш Енре вăл пĕтсе пымасть-и?

- Çук, вăрмансăр юлмăпăр. Вăл хушăнсах пырĕ. Халăха унпа туллин тивĕçтерес тĕллевпе наука вĕрентĕвне тĕпе хурса, лаптăка чакармасăр усă курмалли йĕрке туса хунă. Министерство тивĕçĕ - вăрман тĕрлĕлĕхĕпе вăй-хăватне, вăл этеме кÿрекен ырлăха /стройматериал, шыв саппасĕ, çĕр эрозийĕнчен хÿтĕлесси, эмел курăкĕ, кăмпа, çырла, выльăх апачĕ, милĕк т. ыт. те/ сыхласа хăварасси, вăрмана çĕнетесси, хÿтĕлесси.

- Ăна сăтăр чылай тăваççĕ-и?

- Саккуна пăхăнмасăр йывăç каснă тĕслĕх 2007 çулта - 74 /491,5 кубла метр, тăкак 6111,6 пин тенкĕлĕх/, 2008 çулта - 215 /2980,9 кубла метр, сăтăр 29319,2 пин тенкĕлĕх/, 2009 çулта - 213 /880,5 кубла метр, тăкак 7532,8 пин тенкĕлĕх/, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта - 38 тĕслĕхе /314 кубла метр, сăтăр 4667,5 пин тенкĕлĕх/ шута илнĕ. Айăплисене 2007 çулта - 66 /89:/, 2008 çулта - 142 /66:/, 2009 çулта - 184 /86:/, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 31 /86:/ тĕслĕхре тупса палăртнă. Хăйсен ирĕкĕпе тăкака 2007 çулта - 32, 2008 çулта - 79, 2009 çулта - 140, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 22 тĕслĕхре саплаштарнă. Йĕркене пăхмасăр вăрман каснă пирки суда кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 515,9 пин тенкĕлĕх - 6, следствие 17 материал çитернĕ. 7 çынна явап тыттарнă. Вăрмана сăтăр тунăшăн РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕпе 2007 çулта - 22, 2008 çулта - 109, 2009 çулта - 87, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 59 тĕслĕхпе штраф тÿлеттерме йышăннă.

- Кăçал темиçе пин гектар вăрман «хĕрлĕ автана» лăплантаракан автомашинăсем, ытти техника çитменнипе çунса каймарĕ-ши?

- 2006 çулччен, РФ Вăрман кодексĕ ĕçе кĕриччен, 17 вăрман хуçалăхне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен 32 подразделени - вутпа кĕрешекен хими станцийĕсем /ВКХС/ - кĕнĕ. Çулăма парăнтаракан ятарлă техникăпа тивĕçтереслĕх нормăпа пăхнинчен 85-90: пулнă. Кашни ВКХС пуçлăхĕ пушар сÿнтерес енĕпе пысăк опыт пухнă. «Чан çапсанах» хĕрÿ вырăна 6-7-ĕн - вăрманçă, мастер, ытти специалист - тухса кайнă. Патшалăх пуянлăхне сыхлакансен йышне 1450-ăн, çав шутра 900 ытла вăрман ĕçченĕ, кĕнĕ.

2006 çулхи раштав уйăхĕнче вăрман хуçалăхĕсенчен патшалăх учрежденийĕсем - лесничествăсем - туса хучĕç. Вĕсене пушар сÿнтерме чарчĕç. Çакăнпа пĕрлех лесничество ĕçченĕсен йышĕ 5 хут сахалланчĕ.

- Унтанпа вут çулне камсем пÿлеççĕ?

- 2007 çултан тытăнса пушар сÿнтерекен организацисемпе çирĕплетнĕ йĕркепе ирттерекен хаклашура çĕнтерекен подрядчиксем кăна вут-çулăмпа кĕрешме право çĕнсе илеççĕ. Хăйсен аллине куçнă вут-кăварпа кĕрешмелли техникăпа тÿлевсĕрех усă кураççĕ. Вăрман хуçалăхĕсем ĕçленĕ чухне хăйсен тупăшĕнчи укçапа ВКХС валли çĕнĕ автомашина, ытти оборудовани çителĕклĕ туяннă. Подрядчиксем тăваттăмĕш çул пурлăх никĕсне тĕреклетеймеççĕ. Федераци бюджетĕнчен регионсене уйăракан субвенцие пушар сÿнтермелли техника туянма памаççĕ. Станцисен техники кивĕ. Федерацин вăрман ведомстви ăна улăштарма республика бюджетĕнчен тăкака саплаштарма укçа 50: уйăрсан çеç парать. Министерство республикăн «2011-2015 çулсенче вăрмана пушартан хÿтĕлесси» тĕллевлĕ программине хатĕрлет. Çĕнĕ транспорт, ытти ĕç хатĕрĕ туянса пулакан тăкака Раççей тата Чăваш Ен бюджечĕсенчен çурмалла саплаштармалла текен шухăша та кĕртетпĕр унта.

- Пушарнăйсем пирки мĕн калатăр?

- Вăрманта çулла кирек хăш вăхăтра та вут-çулăм алхасма пултарать. Çавăнпа мĕн пур ВКХС пушартан сыхланмалли тапхăра хатĕрленнĕ. Вăрманти «хĕрлĕ автана» çийĕнчех палăртма вышкăра тăракансемпе çыхăну тытса тăнă. Станцисен 41 автомашина, 22 трактор, 80 мотопомпа, шыв тултармалли 23 савăт пур. Вĕсем 43 ушкăна тата пушарнăйсен 59 дружинине пĕрлештереççĕ.

- Çĕр-çĕр гектар вăрман пĕтрĕ. Айăплисем пирки мĕн калатăр?

-1972 çулхи 252 пушарта 46439 гектар вăрман пĕтнĕ. Кăçал, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне, 145 пушар тухнă. Вăрман фондне кĕрекен 10421 гектар лаптăк, çав шутра 9827 гектар вăрман, вут тыткăнне лекнĕ. Йывăç тăррипе тата типĕ курăкпа куçса пырса пушар 6112 гектартан /республикăри мĕн пур вăрманăн 1:/ кĕл хăварнă: Улатăр лесничествинче - 1200, Кирере - 50, Шупашкар лесничествинче - 4862 гектар. Пуринчен ытларах Атăл леш енĕ тăкак курчĕ. Инкек çармăс енчен килчĕ. Кÿршĕсен «хĕрлĕ автанĕ» ăçталла çул тытнине пĕлес тĕллевпе пирĕн пата çитиччен 3 эрне малтан самолетпа темиçе те вĕçсе çаврăнтăмăр, ыйтăва тĕплĕн тишкертĕмĕр. Çулăм пирĕн вăрмана ан çиттĕр тесе Мари Эл патшалăх органĕнчен Чăваш Ен патнелле куçакан вута пÿлмешкĕн техника уйăрма ыйтрăмăр. Вут-хĕм Шупашкар еннелле çул тытнине, унăн сарлакăшне /12 çухрăм/ кÿршĕсем пирĕнтен лайăхрах пĕлнĕ. Çапах та пушар сÿнтермелли автомашинăсене тата çынсене пирĕн территорипе юнашар вырнаçнă вăрмана мар, ытти çĕре сÿнтерме ячĕç.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çармăс вăрманĕнчен тĕп хуланалла талпăнакан пушара хирĕç чи малтан Шупашкар вăрман хуçалăхĕн ертÿçи В.Н.Трофимов ертсе пыракан бригада тăчĕ, республикăн пушар сÿнтерекен службисем пырса çитиччен унпа 5 кун кĕрешрĕ. Шел те, вăй çитмерĕ: çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче, çĕрле, вут-çулăм Çурçĕр лесничествине куçрĕ.

- Камсем пушар кăларнине тишкернĕ-и?

- Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне вăрманта типĕ хăрăк турата чĕртсе çунтарнăран - 34, этем айăпне пула - 96, чукун çул предприятийĕн айăпне пула - 12, çут çанталăк пулăмĕнчен 3 пушар тухнă. Инкек сиксе тухнă кашни тĕслĕх пирки лесничествăсем право йĕркине сыхлакан органсене тата РФ Пушарсемпе кĕрешекен патшалăх тĕрĕслевĕн органне пĕлтернĕ. 4 уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать.

 




"Хыпар"
23 сентября 2010
00:00
Поделиться