Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Патăрьелсем – слет призерĕсем

Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче “Чăваш вăрманĕ” Наци паркĕн тусĕсем” слет иртнĕ. Ăна “Наци паркĕ “Чăваш вăрманĕ” Федераллă патшалăх учрежденийĕ тата республикăри аслă шкулсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан “Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружини” обществăлла организаци йĕркеленĕ.

Пирĕн районтан слета виçĕ команда хутшăннă: Первомайскинчи вăтам тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи “Çамрăк вăрманçă” пĕрлешÿ хастарĕсем тата Çĕньялти вăтам шкул çумĕнчи “Çамрăк эколог” пĕрлешÿ членĕсем.

Патăрьелсем пурте слет призерĕсем пулнă. Пĕтĕмĕшле командăсем хушшинче Çĕньялсем пĕрремĕш, Ишлĕсем иккĕмĕш, Первомайскисем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çамрăк çут çанталăк тусĕсенчен ыттисен те тĕслĕх илмелĕх пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 сентября 2010
00:00
Поделиться