Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Илемлентĕр Шăмăршă тăрăхĕ

Ир тăрсан мĕн тума хăнăхнă эпир; Паллах, чи малтан çăвăнса тасалатпăр. Çут çанталăкпа тăван тавралăх та çавăн пекех. Вĕсемшĕн вара эпир тăрăшма тивĕçлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн халĕ экологи уйăхлăхĕ пырать.

Ыт ахальтен йĕркеленĕ мероприяти мар ку. Хамăрах варалакан тăван тавралăха хамăрăнах тасатма, тирпейлеме тивет. Ку тĕлĕшпе вара ĕçлемелли сахал мар. Уйăхлăх вăхăтĕнче сахал мар ĕç туса ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта А.Николаев летчик-космонавт аллейине, ипподром территорине, Шăмăршăри культурăпа кану скверне, Çĕнтерÿ паркне, районти истори музейĕн территорине тата ытти обьектсен таврашне тирпей-илем кĕртме палăртнă. Çÿп-çапа, тĕрлĕрен тасмарлăха пуçтарнисĕр пуçне маларах лартса хăварнă, анчах хăрнă йывăç-тĕмсене те çĕнетме тивет.

Хунавсем тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар. Ку енĕпе кашни предприятипе учрежденире, организацире яваплă çынсене çирĕплетнĕ, вĕсем пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пырĕç. Уйăхлăха ялсенче пурăнакансем, шкул ачисем те активлă хутшăнасса шанас килет: тирпей-илем хамăршăнах вĕт.

Çавăн пекех, районта октябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 16-мĕшĕччен йывăç кунĕсене ирттерме йышăннă. Апла пулсан, кăçал тĕрлĕ çĕрте йывăçсемпе тĕмсем ытларах лартса хăварар. Илемлентĕр, ешертĕр тăван Шăмăршă тĕрăхĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 октября 2010
00:00
Поделиться