Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тавралăха тирпейлес, йывăçсем лартас

Çутçанталăкпа туслă çын тавралăх илемĕшĕн çуркунне çеç мар, кĕрхи кунсем çитсен те тăрăшма пăрахмасть. Хĕле кĕрес умĕн вăл çитес çул валли парксемпе скверсен никĕсне хывса хăварма, çĕр эрозине чарас тĕлĕшпе проблемăллă çырма-çатрасене йывăçсем лартса çирĕплетме, ытти майсемпе тавралăха тирпей-илем кĕртме васкать. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра çуркунне те, кĕркунне те тавралăха тасатса, симĕслетсе илем кĕртесси йăлана кĕнĕ темелле. Çак тапхăрта пирĕн районта та ку тĕлĕшпе икуйăхлăх иртет.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче çанталăк аван тăчĕ. Çакна кура район халăхĕ те, яваплă организацисемпе ведомствăсем те тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăннине палăртрĕ район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфраструктура аталану пайĕнчи экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен О. Кучук. Цифрăсемпе илсен, пĕр уйăх хушшинче çеç районта 1852 йывăç, 712 тĕмĕ лартнă. Çакăнпа пĕрлех хăрнă тата "чирлĕ" йывăçсенчен те тасатнă территорисене.

Ятарлă икуйăхлăх йывăçсем лартассипе çеç çыхăнман, паллах. Тавралăха санитари енчен тасатасси те пĕлтерĕшлĕ. Вырăнсăр çÿп-çап куписене пĕтерессипе те, çул-йĕрсене, тротуарсене юсаса йĕркене кĕртессипе те çĕр ĕçĕсем хыççăн территорисен типтерлĕхне тавăрассипе те районта тăрăшман мар. Пурнăçламалли ĕçсем, паллă ĕнтĕ, сахал мар. Çак тĕлĕшпе тунă ĕçсен калăпăшĕ юпа уйăхĕнче тата та ÿсмелле.

Ял хутлăхĕсене илсессĕн, уйрăмах Шуршăл (250 йывăç тата 300 тĕмĕ), Октябрьски (440 йывăç), Атăлçи (100 йывăç), Кукашни (46) хутлăхсен территорийĕсенче пурăнакансем активлăх кăтартнă.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 октября 2010
00:00
Поделиться