Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тавралăха таса тытар

Тăван тавралăх илемĕшĕн кашни тăрăшма тивĕç. Çакна пурте ăнланаççĕ. Анчах сăмаха ĕçпе çирĕплетмесен ун пĕлтерĕшĕ ниме те тăмасть.

Пантьăкри пуçламăш шкул-ача садĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем вара экологи уйăхлăхне яланах хутшăнса хăйсем пурăнакан вырăна çÿп-çапран тасатсах тăраççĕ. Акă нумай пулмасть шкул ачисем кунти плотина хĕррине пуçтарса тавралăха тирпейлерĕç. Ялти чи илемлĕ вырăнта мĕнле "пуянлăхпа" тĕл пулмарăмăр пулĕ: пушă кĕленче, консерв банки, полиэтилен хутаçĕ, хут... Кăçалхи шăрăхра кунта çынсем аванах каннă темелле. Анчах хăйсем хыççăн темшĕн тирпейлеме маннă. Кĕçĕн çулхи ачасем çак йĕркесĕрлĕхе курса питĕ тĕлĕнчĕç, аслисем пĕлсе тăрсах çут çанталăка вараланине сивлерĕç. Ачасем тавралăха йăлт тирпейлерĕç. Чи хастаррисене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем – Наташа Пальцева, Кирилпа Евгений Артюшкинсем, Юлия Федорова, Михаил Романов, Андрей Сергеев, Сергей Кузьмин, Эльвира Илюшкина, Милена Петрова, Снежана Софонова, Ирина Чернова.

Пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Тăван тавралăха юратма, ун пурлăхне упрама ачаран хăнăхтарасчĕ. Эпир çут çанталăк илемĕшĕн татах та тăрăшсан экологи ыйтăвне чылай лайăхлатма пултаратпăр-çке.



"Пирěн пурнăç"
13 октября 2010
00:00
Поделиться