Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Цивилизаци ырлăхĕ икĕ майлă

Экологи ыйтăвĕ – пире пуласлăхра кĕтсе тăракан калама çук пысăк проблема. Эпир хальлĕхе вăрансах та çитмен-ха, куçа уç­са пăхма ÿркенетпĕр ÿссе пыракан çÿп-çап «патшалăхĕ» çине. Вăл вара пĕчĕккĕн кашни çырма-çатрара позици йышăнать. Политэтилен пленкăсемпе савăтсен купи кунсерен ÿссе пырать.

Çивĕч ыйту

Унччен чăваш ялĕсенче çÿп-çап купи пухăнса пыман. Хресчен мĕн çунтармаллине çунтарса, çĕртмеллине çĕртсе навус купи туса пынă. Урам варринче хăрăк турат та выртман, кам та пулин киле йăтса кĕрсе вучахра çунтарнă. Халĕ цивилизаци ырлăхĕ çитсе пыни, килсене газ кĕртни çынна ÿркевлентерсе пырать. Мĕн ытлашшине йăлт урама кăларса ывăтма хăнăхса пырать вăл – полиэтилен пленкăсемпе пĕрле улма аврине те, хăрăк турат таврашне те, кивелнĕ япалисене те – йăлт урама. Вăл енĕпе илсен Румынири чикансене ним мар хăваласа çитме пултаратпăр. Лешсем хулари хваттерĕсенчи çÿп-çапсене чÿречерен тÿрех урама переç­çĕ тет.

Çĕньялта контейнер нумай, тата нумайрах кирлĕ

Шупашкар районĕнче Çĕньял ял тăрăхĕ пурĕ 60 контейнер туяннă. Ялта нумай хваттерлĕ çуртсен çумĕнче 8 контейнер ларать, ял тăрăх администраци çумĕнче – тин хатĕрлесе хунă вĕр-çĕнĕ контейнерсем вунна яхăн тăраç­çĕ, кĕтесре – тата тепĕр 6-7 штук. Çĕнĕ çуртсем тăвакан касра ятарлă площадкăра тата икĕ çĕнĕ контейнер ларать, лавкка умĕнче – тепĕр иккĕ, ял пуçĕнче тата темиçе штук. Пĕрре пăхсан, урам хушши таса, анчах утса пынăçемĕн тин çеç пăрахса хăварнă пластик савăтсем унта та кунта йăваланса выртни курăнать.

Çĕньял ял тăрăх пуç­лăхĕ Евгений Зубков ку ыйтупа çĕрĕн те кунĕн пуç ватать. Контейнерсен проблеми пирки сăмах хускатсан, вăл çапла каларĕ:

– Пĕлтĕр 20 контейнер туянтăмăр, кăçал – 40. Нумай тетĕр-и? Нумай мар вăл, пире 200 штук кирлĕ. Хальлĕхе Çĕнъялпа çеç килĕшÿ тунă-ха. Паллах, пур ялсене те лартмалла. Паян кун та контейнерсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаратпăр. Мĕншĕн тетĕр-и? Контейнер лартма тытăнсан пĕри те тепри пирĕн патра ан лартăр теç­çĕ. Ял халăхĕсем патĕнчен контейнерсене «Спецавтохозяйство» организаци турттарать. Вăл эрнере пĕр хутчен килсе илсе каять.

Нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен вара «Чувашское» ОАО илсе тухать. Нормативпа вĕсем эрнере 8 контейнер илсе каяç­çĕ. Пурĕ – 7 çурт, унта – 165 хваттер. Таç­тан шухăшласа тупнă çак норматива? Эрнере çак хваттерсенчен 8 контейнерлăх мар, 80 контейнерлăх çÿп-çап пухăнать. Ытти çÿп-çапне вара ăç­та хумалла? Темле чехарда пулса тухать. Мĕн тумалла? Жилкомцентр «Чувашское» ОАО-па темле килĕшÿ тунă, норматив палăртнă. Контейнерне илсе кайса пушатнăшăн укçине халăх Жилкомцентра тÿлет, лешсем «Чувашское» ОАОна куçарса параç­çĕ. 18 контейнертан 8 контейнерне çеç илсе каяç­çĕ. Халăх ыттишĕн тÿлемест. Эпир вара ыттисене тиесе кайма хуларан мусоровоз чĕнетпĕр. Çапла çÿп-çап пухăнса каять. Ăç­та хумалла ăна? Нумай хваттерлĕ çуртсенчен çÿп-çап нумайрах тухать. Çуррине те илсе каймаç­çĕ. Кам тунă вăл норматива? Те 20 çул каяллахи норматив вăл? Паянхи норматива улăштармаллах. Жилкомцентр: «Сирĕн унта çĕр улми аври пăрахаç­çĕ», – тет. Халăхпа тем чухлех калаç­нă. Тепри чул та, строительство материалĕ те пырса пăрахать. Анчах çынна сăмах вĕç­çĕн çеç ăнлантарса çитерме çук, темле йĕрке кирлĕ.

– Мĕнле организацисем çÿп-çап илсе тухаç­çĕ? Мĕн хакпа?

– Пĕр контейнер пушатма хуларан килекен Спецавтохозяйство 150 – тенкĕ, «Чувашское» ОАО вара 260 тенкĕ илет. Мĕншĕн çавăн пек хаксем? Ял çыннин ăç­тан укçа тупмалла? Çавăнпа вара пĕри те тепри тÿлесшĕн мар, «Эп пăрахман, ман пата ан лартăр» – теç­çĕ. Çырмасенче çÿп-çап пухăнса кайрĕ. Акă, Шăмăшри çÿп-çап куписене хуплама 7 машина тăпра ăсатрăмăр, 30 машина – Чумкассине, 200 машина Шанара тăкрăмăр. Чăрăшкассинче тата виçĕ çĕрте тăкаç­çĕ-ха. Проблема кашни кун пысăклансах пырать. Халь шкул ачисене илсе тухма пуç­ларăмăр тасатма. Эпир кооператив йĕркелесшĕн. Ятарлă бригада кирлĕ. Штраф паракан полномочи кирлĕ пире, унсăрăн йĕрке пулмасть.

Пирĕн ялта пĕрин хĕрĕ Австрие качча кайнă. Тăванĕсем унта кайса курнă та пит тĕлĕннĕ. Вăрманта пĕр турат та хуç­ма юрамасть тет. Çÿп-çапĕ пирки сăмах та çук, тÿрех пысăк штраф параç­çĕ тет. Пирĕн те çавăн пек йĕрке тумалла.

Çĕньял урамĕсемпе çÿрерĕмĕр. Ял урамĕсене таса мар тееймĕн, пуç­тарни сисĕнет, анчах та кашни çырмарах çÿп-çап купи выртать. Хуть те камран ыйтсан та: «Эпĕ пăрахман, кÿршĕ пăрахнă», – теç­çĕ. Теприсем тата «Эпĕ килти мусора михĕ ăшне тултаратăп та хулана илсе кайса пăрахатăп», – теç­çĕ. Атьăр, апла пулсан, ялĕ-ялĕпе хамăр çÿп-çапа пухса хулана леç­ме пуç­латпăр? Шупашкара ним мар çÿп айне тăватпăр...

Ял çыннисем хăйсем мĕн шухăшлаç­çĕ-ха кун пирки?

ЧР культура тава тивĕç­лĕ ĕç­ченĕ Зинаида Петрова:

– Мĕншĕн çапла мусор свалкисем пуç­тарăнаç­çĕ-ха ялта? Культура çитмест ял çыннин. Çырмасене вараласа пĕтерчĕç. Кунта пăрахас çук, ĕнесем çÿреç­çĕ, кĕтÿ тухать. Машинăпа иртсе пыраç­çĕ те чарăнмасăрах чÿречерен персе хăвараç­çĕ. Мĕнле çапла пулмалла?

Çĕньял шкул директорĕн çумĕ Лия Васильева:

– Эпĕ шкулта экологи бригади ертсе пыратăп, ачасемпе час-часах тухса çÿп-çап пуç­таратпăр. Лару-тăру пурпĕр япăхлансах пырать, пуç­тарса пĕтерме çук. Ял çыннисем контейнерсене юратмаç­çĕ, шухă ачасем унта монтажкăсем пăрахса взрыв тăваç­çĕ. Ялти çÿп-çапа ытларах частнăй лавккасем тăваç­çĕ, унта пĕтĕм пластик савăтсемпе, пакетсемпе япала сутаç­çĕ. Çыннисем вара илеç­çĕ те тĕрлĕ пылак шывне çăвартан лĕрккесе пакечĕсене тÿрех çул айккине вăркăнтараç­çĕ. Тепĕр 50 çултан Çĕньял мусор ăшнех путать капла.

Çĕньялти райпо лавкки хăй çумне мусор контейнерĕ ларттарасшăн мар, çÿп-çап вĕçет тесе тарăхаç­çĕ. Ял тăрăх пуç­лăхĕ те контейнера урăх вырăна куçарма шутлать иккен. Çÿп-çапĕ вара лавкки çывăхĕнче ытларах пухăнать. Пирĕн умрах алкоголиксем кăнтăр кунĕнчех лавкка картин юпи çинче эрех ĕç­се ларатчĕç, бутылкисене ăç­та тăнă çавăнтах пăрахса хăварчĕç, виç утăмри контейнера ывăтма та ÿркенчĕç. Сутуçăсем тухса хăйсем тĕллĕн çÿп-çап çунтараç­çĕ.

Капла пурăнсан Карачура çÿп-çап ăшнех путать

Çапла вара çÿп-çап проблеми мăй таран. Çуллахи шăрăхра вăл хăйне хăех тивсе кайма пултарать.

– Эпĕ хам умри урама кашни кунах шăлса тасатса тăратăп, – терĕ Карачурари Илья Егоров. – Килти çÿпе çунтарма ятарласа тимĕр кăмака ăсталарăм. Вăрман варланать-ха кунта, ниç­тан чарса çитерме çук, каланине хăлхана чикмеç­çĕ. Лесниксене мĕншĕн сократить туса пĕтерчĕç? Вĕсем ĕç­ленĕ чухне вăрманта йĕрке пулнă, пушарсем те капла алхасман.

– Лайăх хуçан мусор çук, – татса каларĕ Карачурари Василий Романов. – Контейнерпа пушшех лапăртатса каять ял. Йыттисем пырса сĕтĕреç­çĕ, чăххисем чаваланаç­çĕ. Ыр хуçа вăл ĕмĕрех çÿп-çапне çунтарнă е çĕре чавса чикнĕ. Пире çул кирлĕ, çул туса парăр. Акă тата кÿршĕ çынни хăйĕн умĕнче вунă çул ытла ĕнтĕ груз турттаракан кивĕ машина лартнă та кансĕрлесе тăрать, тутăхсах кайнă. Мĕн тума ялти урама чăрмантарса тăрать вăл?

Июлĕн 2-мĕшĕнче тухнă «ТЕ» хаçатăн страницинче Мăн Карачура ялĕн çыннисем «Чувашское» ОАО управляющи компани пуç­лăхĕ Николай Мурзаков ячĕпе уçă çыру пичетленĕччĕ. Вĕсем унта ялтан çÿп-çап илсе тухас тĕлĕшпе тунă килĕшĕвĕн ăнланма çук хăш-пĕр пункчĕсем пирки тĕл пулса калаçасшăнччĕ, анчах та Николай Петрович ял çыннисемпе тĕл пуласшăн марри çинчен пĕлтернĕччĕ, çавăнпа та хаçат урлă чĕннĕччĕ хăйсен ялне пыма.

– Капла пурăнсан Карачура çÿп-çап ăшнех путать! – тесе пăшăрхансах тухса кайрĕ ун чухне редакцие килнĕ Карачура çынни.

Унтанпах, ахăртнех, Н.Мурзаков Карачурана пырса курман пулĕ. Пынă пулсан, ял хушшинчи çÿп-çап караванне тиеттерсе каймаллах. Ял çумĕнчи вăрман та çÿп-çаппа тулса ларнă. Дачниксем мĕн пур ăпăр-тапăра унта тухса пăрахаç­çĕ. Эпир 5-6 свалка та куртăмăр. Пур çĕре те çÿп-çаппа çутçанталăка вараламалла марри çинчен листовкăсем çыпăç­тарса тухнă, анчах та вĕсем çÿп-çап пырса пăрахмалли вырăн кунта тесе пĕлтернĕ пекех çакăнса тăраç­çĕ. Ялĕнче вара пурĕ те тутăхса кайнă пĕр контейнер çеç тĕл пултăмăр.

Вăрттăн пуç­лăх

«Чувашское» ОАО управляющи компанин пуç­лăхĕпе Николай Мурзаковпа ниепле те тĕл пулма май килмерĕ. Вăл отпускра терĕç, ун заместителĕпе калаç­ма хушрĕç. Заместителĕ вара – Владимир Мурзаков – вăхăт çукки çине йăвантарчĕ, тепринче ăна пачах та тупма пулмарĕ. Тариф пирки те, миçе ялтан çÿп-çап пуç­тарса тухни пирки те, Карачураран мĕншĕн пăрăнса иртни пирки те калаçасшăн пулмарĕç, эпир хаçатра пичетленĕ пĕлтерÿ çине те хурав памарĕç.

Тĕрли – тĕрлĕ, анчах пурте контейнерлă

Шупашкар районĕнчи кашни ял тăрăхĕнчех контейнерсем туяннă е халĕ туянма хатĕрленеç­çĕ. Пуринчен те нумайрах Çĕнъял ял тăрăхĕ туяннă – 60, тутаркассисем – 55, çырмапуç­сем – 24, лапсарсем – 30, шемшерсем – 20, апашсем – 12, сарапакассисем – 9, чăрăшкассисем – 8, ыттисем вара сахалтарах. Çапах та чи малтан çак контейнерсенче пухăннă çÿп-çапа свалкăна кайса леçес ыйту çивĕч тăрать. «Чувашское» ОАО управляющи компани тунă тарифсемпе ял тăрăх пуç­лăхĕсем килĕшесшĕн мар. Çĕньялсемпе апашсем ăна хаклă теç­çĕ. Çÿп-çап тиесе тухмалли график тĕрлĕрен. Сарапакассисем, сăмахран, уйăхне пĕрре илсе тухнипех çырлахаç­çĕ, атайкассисем – эрнере 1, чăрăшкассисем эрнере 2 хут тиеттерсе яраç­çĕ. Ишек ял тăрăхĕнче вара пурĕ 6 контейнер çеç. Вĕсене çулла пĕрре, кĕркунне тепре çеç пушатнă. Ятарлă график çук, çÿп-çап пуç­тарăнсан çеç заявка параç­çĕ. Кÿкеç­сем нимĕнле информаци те парасшăн пулмарĕç, пĕр специалисчĕ теприн патне ячĕ, виç­çĕмĕшĕ – тата урăх çĕре...

Оригинал статьи: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=591&link=&preurl=.&fkey=f_jurl_id&id=172285



"Тăван ен"
15 октября 2010
00:00
Поделиться