Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çулсем тума, вăрмансене çĕнĕрен чĕртме миллиардсем уйăраççĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, 2011 çул валли Чăваш Республикин бюджетне йĕркелессине, ял хуçалăх отраслĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсен ыйтăвĕсене тата çулсене аталантармалли тĕллевсене халалланă.

Чăваш ен Президенчĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсене халăх çыравне активлă хутшăнма чĕнсе каланă, Патшалăх статистика комитечĕн пуçлăхĕ патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак акцие мĕнле ирттерни çинчен тунă доклада итленĕ. Эльвира Максимова каланă тăрăх, Чăваш енре пурăнакансен 32 проценчĕ ытла çырава хутшăннă ĕнтĕ. Стационарсенчи 600 ытла çырав участокĕсене уçнă, вĕсем çинчен пĕлтернисене интернетра тата муниципалитет пичетĕнче вырнаçтарнă.

Чăваш Республикин финанс министрĕ Николай Смирнов çитес çуллăх бюджет хатĕрленмелли процесс тата йĕрке çинчен пĕлтернĕ. Бюджетсен хушшинчи трансфертсем çинчен каласа вăл чи малтанах саккун тăрăх пуçламăш цифрăсене палăртнине ăнлантарнă. Ун хыççăн çулталăк тăршшĕнче Раççей Правительствин хăш-пĕр йышăнăвĕпе хушма укçа-тенке валеçеççĕ. Акă 2009 çулта саккунра 6940 млн тенкĕ палăртса хăварнă, 2010 çулта – 5938 млн тенкĕ, 2011 çулта – 6912 млн тенкĕ, анчах та çулталăк тăршшĕнче çак цифрăсем палăрмаллах улшăнаççĕ, ялан тенĕ пекех вĕсене ÿстереççĕ. Çапла вара 2008 çулта бюджетра 12141 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2009 çулта – 14946, 2010 çулта 12241 млн тенкĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов отрасль 9 уйăхра ĕçленин хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Яланхи пек мар шăрăх çанталăк тăнипе ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассин индексĕ 73, 4 процент пулнă. Мĕн пур йывăрлăха пăхмасăрах сĕт тата çăмарта туса илессине иртнĕ çулăн 90 проценчĕпе танлашакан шайра тытса тăма май килет. Чăваш Республикин Президенчĕ выльăх йышне чакарнă районсем çинчен пĕлтернине итленĕ, пуçлăхсене лару-тăрăва лайăх енне улăштарма сĕннĕ. Çапла тумасан хуçалăхсен яланхи пек мар шăрăх çанталăк условийĕсенче выльăх йышне сыхласа хăварма бюджетран уйăрнă укçа-тенке каялла тавăрса пама тивĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Галина Чернова шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса памалли çул-йĕре палăртса юрăхлă вариантсен шутĕнче 1, 5–3 çулсенчи ачасене пăхмалли отпускри амăшĕсене пособи тÿлессине сĕннĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх – ача садĕнче вырăн илме черетре тăракан ашшĕ-амăшне компенсаци тÿлеме çулталăкне 1 млрд тенкĕ ытла кирлĕ пулать, çапах та çакă 3 пин çемьен ача сачĕн ыйтăвне татса пама пулăшать.

Строительство министрĕ Александр Гончаров Раççей транспорт министрĕпе Игорь Левитинпа тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш ене çул-йĕр тума 6 млрд тенкĕ ытла укçа уйăрасси çинчен килĕшсе татăлнă.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх – федерацин Вăрман хуçалăх агентствин ертÿçипе Виктор Масляковпа тĕл пулнă хыççăн Чăваш ене пушарсенче пĕтнĕ вăрмансене çĕнĕрен чĕртме тата вăрман хуралĕ йĕркелеме федераци кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

Министрсен Кабинечĕн членĕсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологин çĕнĕ министрĕпе паллаштарнă. Çак должноçа 48 çулти Иван Исаева уйăрса лартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2010
00:00
Поделиться