Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртнĕ, юсанă

Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас уйăхлăх пырать. Асăннă хушу ăнăçлăн пурнăçа кĕрет. Сăмахран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Шăмалак ялĕнче Пĕр тăван Денисовсен урамĕнче пурăнакансем яла пырса кĕрекен çул хĕррисене тирпей-илем кỹрессипе пысăк ĕç пурнăçланă. Хĕрлĕçырта пурăнакансем яла таса шывпа тивĕçтерекен башня таврашне тирпейленĕ, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕк ял тăрăхĕнчи Елчĕк ялĕнчи выльăх масарĕ таврашĕнче юсав ĕçĕсем иртнĕ. Ăна Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн, "Прогресс" ЗАОн, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн вăйĕпе юсанă. Ял тăрăхĕсенче çавăн пекех республика шайĕнче иртекен "Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" акцие хастар хутшăнса йывăç-тĕм лартаççĕ.


"Елчĕк Ен"
23 октября 2010
00:00
Поделиться