Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ешерччĕр сип-симĕс йывăçсем

«Йывăç ларт та ăна упра», - тенĕ ваттисем. Çак каларăша кашни çын асра тытма тăрăшать.

Эпир те, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем, хамăр тавралăх ем-ешĕл пултăр тесе тăрăшатпăр. Акă ку ĕçе кăçал та активлă хутшăнатпăр. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн машинăпа трактор паркĕ çумĕнчи пушă выртакан участокра лиственница чылай лартрăмăр. Пĕтĕмпе çак кĕркунне 2000 тĕп лартма палăртнă. Ку ĕçе 6, 7, 8, 10 класра вĕренекенсене ытларах явăçтарнă. Кĕрхи кунсем сивĕрех те çиллĕ пулсан та ачасен аллинче ĕç вĕресе тăрать. Арçын ачасем кĕреçесемпе шăтăкне чаваççĕ, хĕр ачасем йывăç хунавĕсем лартса пыраççĕ. Хаваслă ача-пăча сасси таврара ян! янраса çеç тăрать. Сисмерĕмĕр те - хамăра уйăрса панă лаптăка часах лартса та пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕçпе вĕрентекенсем те кăмăллă. Эпир лартнă йывăçсем тепĕр 5-6 çултан таврана илем кÿрессе чунтанах шанас килет.



26 октября 2010
00:00
Поделиться