Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмансене упрамалла

Юлашки вăхăтра район территорийĕнче закона пăсса йывăçсене каснă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Кăçалхи 10 уйăхра шалти ĕçсен пайĕ çавнашкал 7 преступлени регистрациленĕ. Акă шалти ĕçсен пайĕн çумĕнчи следстви ушкăнĕн производствинче 1407-мĕш номерлĕ уголовнăй ĕç пур. Ăна РФ Уголовнăй кодексĕн 260-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе пуçарнă. Вăл лесничествăн Тăвай участокĕнчи Енĕш Нăрвашри 163 тата 164 кварталĕсенчен закона пăсса 29 тĕп хăрнă тата чĕрĕ юмансене каснипе, çавна пула Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин “Канаш лесничестви” патшалăх учрежденине 233091 тенкĕлĕх тăкак кÿнипе çыхăннă. Çакă уйрăмах пысăк суммăллă тăкак пулса тăрать. Чĕрĕ туйра "юман" хаклă порода шутланать, ăна касма вуçех юрамасть. Паха породăсен шутне кĕмен, клемме çапса паллă тунă, вăрманта ĕçлеме вăрман хуçалăхĕпе килĕшÿ тусан çеç йывăçсене касма ирĕк параççĕ. Пирĕн тĕслĕхре вара касмалли йывăçсене клеммепе паллă туман, конкретлă участокра касма официаллă йĕркепе ирĕк илмесĕр, закона пăсса каснă. Асăннă кварталсенче ĕçлеме килĕшÿ çырман пулнă. Йывăçсене вăрман касмалли техникăна сĕмсĕррĕн пăсса, хăрушсăрлăх техникине, вăрман хатĕрлемелли йĕркесене пăхăнмасăр тÿнтернĕ. Хăш-пĕр йывăçсен кут сыппийĕсене 1-ер метра яхăн татса хăварнă, каснă лаптăка турат-çатракаран тасатса хăварман. Йывăçсене йăвантарнă чух тĕмсене, çĕре вăйлă сиенленĕ вырăнсем пур.
Вăрман – çут çанталăк пуянлăхĕ, вăл патшалăх пурлăхĕ. Çавăнпа ăна вăрă-хурахла тустарма никамăн та ирĕк çук. Йывăç вара кулленхи пурнăçра çав тери кирлĕ, анчах ăна закона пăсса касмалла мар. Вăрман хуралçисен хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан туса пымалла, шанса панă пурлăха куç шăрçи пек упрамалла. Унсăрăн вăрман çинчен калакан законсене пăсса, уголовнăй преступленисем патне çитме пулать.


"Ял ĕçченĕ"
26 октября 2010
00:00
Поделиться