Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртеççĕ, йывăçсем лартаççĕ

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалис-чĕсемпе культура ĕçченĕсем ку енĕпе тăтăш субботниксем йĕркелеççĕ, çапла майпа ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем ялти чиркỹ йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Шкулсенче вĕренекенсем те ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Яманчỹрелти шкулта вĕренекенсем çĕнĕ плотина тунă çĕрте тăрăшрĕç: вĕсем территорие кĕленче тата пластик савăтсенчен тасатрĕç. Вĕренекенсем кашни çул йывăç лартас ĕçре те хастарлăх кăтартаççĕ. Кăçал тĕп урамра пилеш хунавĕсене лартса хăварнă, вĕсене качака-сурăх кăшласран йĕри-тавра хỹме тытса çавăрнă. Лаш Таяпа ялне пырса кĕнĕ çĕрте йывăçран тунă палăк пур. Пуçаруçăсен ушкăнĕ иртнĕ кунсенче ăна сăрласа йĕркене кĕртнĕ. Çак ĕçре уйрăмах Василий Абдулкин тăрăшса ĕçленине палăртма кăмăллă.



"Елчĕк Ен"
10 ноября 2010
00:00
Поделиться