Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ешерĕ йывăç-тĕм

Республикăра «Йывăç ларт тата ăна упра» акци ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çулталăкне икĕ хут - кĕркунне тата çуркунне - йĕркелекен мероприятие районсемпе хуласенче пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ.

Пархатарлă шухăша Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ĕçлекенсемпе ăс пухакансем те ырласа йышăнаççĕ. Вĕренÿ заведенийĕ территорийĕ­­нче Çĕнтерÿ аллейи йĕркеленĕ вĕсем. Унта йывăç-тĕм лартнипе çеç çырлахмаççĕ, ешĕл тумлăскерсене пăхсах-шăварсах тăраççĕ. Шел, кăçалхи çуллахи шăрăха пула çуркунне лартнă хăш-пĕр йывăç хăрнă. Çавсене студентсем çĕннисемпе улăштараççĕ. Вĕсем хырпа чăрăша, пилеше ытларах кăмăллаççĕ. Нумай чухне вăрман çумĕнче хăй тĕллĕн шăтса çитĕнекен çамрăк йывăçсене кăларса килеççĕ.

Студентсем çуркунне йывăç-тĕм лартнипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсене уйăрса панă лаптăка чавса клумбăсем йĕркелеççĕ, чечек акаççĕ. Хитрелĕхĕпе савăнтараканскерсене кĕркуннечченех пăхаççĕ: шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Çамрăксем Чăваш Енĕмĕр чечекленекен сада аса илтертĕр тесе тăрăшаççĕ.



"Хыпар"
15 ноября 2010
00:00
Поделиться