Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тĕпре – экологи ыйтăвĕ

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприяти-организацисемпе учрежденисен ертÿçисем хутшăннă анлă ларура актуаллă ыйтусене пăхса тухнă. Экологи хăрушсăрлăхĕ, таса шыв ыйтăвĕ, йăлари хытă каяшсемпе усă курасси... паянхи кун çивĕч тăраççĕ. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕ Экологи институчĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн пĕрлехи ĕçлĕ тĕл пулусене, семинарсене йĕркелессипе тата çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă ыйтусене пурнăçа кĕртессипе мероприятисене, экологи тата çут çанталăкпа усă курас тĕлĕшпе тĕпчев ĕçĕсене ирттерессине, кадрсене хатĕрлессине палăртнă. Акă район хăрушă каяшсемпе усă курас енĕпе специалистсене професси пĕлĕвĕ парассипе курссем йĕркеленĕ. Сăмах май каласан, пирĕн район кун пек курссене республикăра чи пĕрремĕш йĕркеленĕ. Шăпах çак ларура пĕлĕве ÿстернине çирĕплетсе 17 çын свидетельство илнĕ. Вĕсем экологи тĕлĕшпе паха пĕлÿ илсе унпа кулленхи ĕçре усă курасса шанмалли кăна юлать.



"Пирěн пурнăç"
20 ноября 2010
00:00
Поделиться