Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Проектсене кĕртме сĕнÿсем хатĕрленĕ

2010 çул пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ районсенче йăлари хытă каяш /ЙХК/ полигонĕсем тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак хыпара

çынсем «тăвăллăн алă çупса» йышăнчĕç, мĕншĕн тесен ăна тахçанах кĕтнĕ. Тĕллев мĕнле пурнăçланать-ха? Чăваш Республикин çут

çанталăк тата экологи министрĕ И.В.Исаев хуравлать.

- Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне хулисен, Муркаш, Патăрьел тата Елчĕк районĕсен полигонĕсен проекчĕсене вĕçленĕ, экспертиза витĕр кăларнă, - хуравларĕ Иван Васильевич. - Куславккасенне экспертиза управленине çитернĕ - специалистсем тишкереççĕ. Çĕрпÿсенне, Шăмăршăсенне, Канашсенне хатĕрлесе çитермен-ха. Сĕнтĕрвăррисен ЙХК тиесе ямалли станци пулĕ. Проекчĕ валли малтан виçмелли-хушмалли материал пухаççĕ. Муркашсен пĕрремĕш котлованне хута янă. Етĕрнесен строительство пуçланнă.

- Полигонсене ĕçе кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа уйăрасси пирки çирĕппĕн каланăччĕ. Мускавран килме пуçламан-и?

-Проект тăвас енĕпе тăкака вырăнти хăй тытăмлăх бюджечĕсем саплаштараççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар районĕсен /ăна спутник хула айккинче тăвасшăн/ пĕрремĕш котлованне федераципе республика дотацийĕпе тума пуçласси пирки сÿтÿ-яву пырать. Кунсăр пуçне республика бюджетĕнчен укçа уйăрассине шута илсе тата федерацирен кĕмĕл илес тĕллевпе Раççейĕн тĕллевлĕ программисен проекчĕсене кĕртме сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр.

- Каяш вырăнне тытса тăракан миçе предприятин ЙХК пуçтарма, ăна пĕр çĕре пухма, турттарма, сиенсĕрлетме, унпа усă курма ирĕк паракан лицензи пур?

- 8-шĕн. Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Йĕпреçре, Куславккара, Кÿкеçре, Хĕрлĕ Чутайра, Патăрьелĕнче ĕçлекенсен.

- Ял çыннисем ăнланса пĕтереймеççĕ: пĕрисем çырмана ăпăр-тапăр тăкма юрать, теприсем юрамасть теççĕ. Саккунсенче мĕн каланă?

- Федерацин 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи «Производство тата потреблени каяшĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн халăх пурăнакан пунктсенче ЙХК пуçтарса çÿреме, пĕр çĕре купалама, çĕр айне чавса чикме юрамасть. Ял тăрăхĕсенчен районĕпе пĕр тĕлте тăкма ятарласа тунă вырăна - е ЙХК полигонне, е тивĕçлĕ органтан ирĕк илнĕ пуçтармăша, е кÿршĕ район тăкмăшне - турттармалла.

- Çĕр-çĕр çул çырмана «вăркăнтарнă». Халь чараççĕ. Вăхăтлăха тăкма та юрамасть-и?

- Çÿлерех асăнннă саккун пĕр çĕрте пухма ятарласа туман лаптăкра упрама чарать. Ял тăрăхĕсен пуçтарма ирĕк панă вырăн çук. Районăнне е вĕсен хушшинчине леçеççĕ. Ĕçе халăх пурăнакан пунктсен территорийĕсене тасатмалли схемăпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

- Шупашкарта кĕленче, пластик савăт, хут-хăмăр пуçтарма контейнерсем лартрĕç. Районсенче мĕнле?

- Тĕп хула хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Канаш районĕнче уйăрса пухма тытăнчĕç. «Хыпар» тусĕсене те уйăрса тăкма чĕнсе калас килет. ЙХК чĕр тавар шутланнине, унпа производствăра усă курнине манар мар.



"Хыпар"
25 ноября 2010
00:00
Поделиться