Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Районта – Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ

 

Районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ И.Исаев пулнă, ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.

Канашлура район админстрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов район аталанăвĕпе, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатмалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И.Исаев иртнĕ çулхи пушар хăрушсăрлăх тапхăрне пĕтĕмлетнĕ, 2011 çулта вăрмансене пушартан сыхлас, чрезвычайлă лару- тăрусенчен асăрханас, тавралăха сыхлас ĕçри тимлĕхе ÿстерес ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Çавăн пекех канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 января 2011
00:00
Поделиться