Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Биолог мĕншĕн пăшăрханать?

“Чăваш вăрманĕ” наци паркĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Яковлев çут çанталăка мĕн ачаранах юратать, кайăксемпе кăсăкланать. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта çуралса ÿснĕскер шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн биологипе хими факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен тăван тăрăха таврăннă. Ялти шкулта ачасене 8 çул биологипе экологи предмечĕсене вĕрентнĕ, унсăр пуçне Шупашкар районĕнчи ача-пăча пултарулăх çуртĕнче вăй хунă.

1996 çулта Александр Алексеевич “Asio” экологсен клубне йĕркелнĕ. Унăн тĕллевĕ - тăван тăрăхри çут çанталăка тĕпчесси, шкул ачисене экологи вĕренĕвĕпе çывăхлатасси, сăнавсем тума хăнăхтарасси. “Экологи практики” вĕрентÿ программине Александр Яковлев хăй çырнă. Педагогăн вĕренекенĕсем пĕрин хыççăн тепри ăслăлăх енне туртăнма пуçланă. Çут çанталăкри улшăнусене тĕпчесе 25 ĕç хатĕрленĕ, вĕсене республика тата Раççей шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕсенче хÿтĕлесе çĕнтерÿпе таврăннă.

Александр Яковлев çут çанталăка тĕпчемесĕр пурăнма пултараймасть. Унăн ăслăлăхри ĕçĕсем кайăксене сăнассипе-тишкерессипе çыхăннă. Вăл çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă. 2005 çулта Ямал-Ненец округĕнче иртнĕ сăнав экспедицине хутшăннă. Çул çÿревсем ăна кирлĕ информаци тупма май панă, çавăнпа ăслăлăх статйисем те хушăнсах пынă.

Биолога тавралăх шăпи кулянтарать. Республикăра çут çанталăка халалланă ятарлă хаçат тухса тăманни те Александр Алексеевичăн кăмăлне хуçать. Çавна май вăл “Чăваш Енри кайăксем” сайтра биолог блогне ертсе пырать. Унта хăйĕн сăнавĕсене, çул çÿреври сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарать.

 

Вулакансене А.Яковлевăн пĕр сăнавĕпе паллаштарар-ха:

“Çанталăк çак кунсенче ăнăçлах пулмарĕ. Анчах урамра çил-тăман алхасни те вăрмана кайма чăрмав кÿмерĕ. Виçĕ кунра юр тăрăх 20 çухрăм утрăм. Сунарçă йĕлтĕрĕпе чупрăм пулин те ура юр ăшне ана-ана кайрĕ. Ара, 50-60 сантиметр хулăнăш çуса лартнăччĕ вĕт. Йывăç турачĕсем те йывăр юра чăтаймасăр усăннăччĕ. Вĕсене ăнсартран хускатсан хăв та юр айне пулатăн.

Çул çинче кăсăя, ула такка, уйăп, çăхан, çирĕктăрри йышши кайăксене асăрхарăм. Уçланкăра ăсансем ларатчĕç, сăсар тата шурă мулкач йĕрĕсем куç тĕлне пулчĕç. Каярахпа йĕлтĕр йĕрĕсем çине тилĕ тухнине асăрхарăм. Тепĕр çул çÿрев хыр вăрманĕнче пулĕ”.

Çак тытăмра 20 çула яхăн вăй хуракан биолог малашне те çут çанталăкшăн тăрăшма тĕв тăвать. 1995 çултанпах вăл “Чăваш Ен” фотоархивĕ валли ĕçсем пухать. Унăн сăн ÿкерчĕксен пухмачĕ çав тери пуян. Вĕсенче республикăри пин-пин ÿсен-тăран, чĕр чун, пейзаж... Хăйĕн ĕçĕсенчен автор Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер тата Шупашкар районĕнчи Бучурин музейĕсенче куравсем йĕркеленĕ. Унăн “Чăваш Ен çут çанталăкĕ” куçса çÿрекен куравне çĕр-çĕр шкул ачи курса савăннă.

 

Вăрман çулталăкĕ

 ПНО пĕрлешĕвĕ 2011 çула Пĕтĕм тĕнчери вăрман çулталăкĕ тесе йышăннă.

Раççейри специалистсем Пĕтĕм тĕнчери тата çĕр-шыв шайĕнчи конференцисемпе “çавра сĕтелсене” хутшăнĕç. Çулталăка халалланă мероприятисен планĕ те паллă. Вĕсен йышĕнче “Профессисен хушшинче чи лайăххи” конкурс, “Таса вăрман”, “Вăрмана пушартан сыхлăр”, “Йывăç лартакансен наци кунĕ” акцисем, “Вăрман хуçалăхĕнчи инновацисем тата технологисем” ăслăлăх конференцийĕ, форумсемпе куравсем. Çавăн пекех вĕренÿ заведенийĕсенче те тĕрлĕ конкурс йĕркелеме палăртнă.

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
04 февраля 2011
00:00
Поделиться