Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç - таса сывлăш никĕсĕ

 

Йывăç-курăк сывлăша тасатса кислород кăларать. Анчах çынсен тимсĕрлĕхне пула кашни çул пиншер гектар вăрман пĕтет. Кивĕ Арланкассине пырса курнисем ял садсемпе пуян пулнине пĕлеççĕ. Кỹлĕ хĕрринче пĕчĕк хыр вăрманĕ çитĕнет, йăмрасем ỹсеççĕ. Иртнĕ çул кунта кăмпа чылай çитĕннĕ. Ферма территорийĕнче тата Энтепене каякан çул хĕррипе те йывăçсем нумай лартса тухнă. Пурĕ пĕрле вĕсем 7 гектар та йышăнаççĕ. Вăрман лаптăкне пăхса тăрассине хуçалăх ертỹçисем халăхпа канашласа туса пыраççĕ. Кунти йывăçсене пăхса тăма уйрăм çынна çирĕплетмен, пурте пĕрле, ушкăнпа тирпейлесе тăраççĕ. Кушкă ялĕнче çĕнĕ урамра пурăнакан (ăна Çамрăксен урамĕ теççĕ) Н.Зайцев, В.Тарасова, Н.Емильев, Г.Галошев, В.Зайцев, В.Жилин хăйсен килти пахчисенче сортлă виноград, груша, слива, облепиха, пан улми, чие çитĕнтереççĕ. Урамра çăка, йăмра лартнă. Хĕллехи кун çак йывăçсем хỹтлĕх те кỹреççĕ, çуркунне çырма-çатрана çурăлма памаççĕ. Кашни ялта тенĕ пекех тырă туса илме май çук çĕрсем пур. Унта лăсăллă йывăçсем çăмăллăнах çитĕнме пултараççĕ. Кушкă ялĕнче кивĕ шкул пулнă вырăнта, кỹлĕ хĕрринче, Пăла çыранĕ тăрăх, авалхи кỹлĕсем вырăнĕнче те йывăçсем лартса çитĕнтерме май пур. Вăл яла илем те кỹрсе тăмалла, усăллă та пулмалла.

 



"Елчĕк Ен"
05 февраля 2011
00:00
Поделиться