Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«1400 гектар çамрăк вăрман лартăпăр»

Чăваш Енре вăрман 632, 3 пин гектар е 32: йышăнать. 596 пин гектара (95, 6:) Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин вăрман хуçалăхĕсем пăхса тăраççĕ.

Вăрман фончĕн пысăк мар пайне ял хуçалăхĕнче, промышленноçра усă курма куçарнăран тата пĕлтĕрхи пушарсене пула мĕн пур лаптăк кăштах пĕчĕкленчĕ.

Çамрăк хунавсем чĕрĕлсен çеç вăрман фончĕ таврăнать. Иртнĕ çул çак енĕпе 700 гектар çинче ĕç пурнăçларăмăр. Çав шутра йывăç лартнă лаптăк 631 гектар (90:) – 2009 çулхинчен 7: пысăкрах. Вăрмана таврăннă 83 гектар (12:) – юман. Юлашки 5 çулта чĕртнĕ лаптăк – 1, 6, вăл шутра çамрăк юманлăх 3, 7 хут пĕчĕкленнĕ.

2010 çулта 3030 гектар çинчи вăрман культурисене пăхнă, иртнĕ çулсенче лартнă 712 гектара çамрăк хунавпа çăралатнă, 626 гектар çĕр хатĕрленĕ. Йывăç лартас енĕпе мĕн пур ĕçĕн – 92, вăрман çитĕнтерме май туса парас тата ăна çăралатас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевĕн – 91, культурăсене пăхма çирĕплетнĕ планăн – 90, тăпрана кăпкалатмалли лаптăкăн 88 процентне "Чăваш вăрман хуçалăхĕ" патшалăх предприятийĕ, ытти ĕçе арендаторсем пурнăçланă. Укçа федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

Кĕркунне инвентаризаци ирттернĕ чухне 1781 гектар çинчи çамрăк хунавсене, çав шутра 1225 гектар çинчи вăрман культурисене, хаклă йышши йывăç шутне кĕртрĕмĕр.

2009 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр хунавсем тип шара пула начар çитĕнчĕç. Вăрман хуçалăхĕсенче 10 тонна йĕкел пуçтарнă, шăтарма 9, 5 тонна акнă. Кунсăр пуçне хыр вăрри – 276, чăрăшăнне – 9, лиственницăнне – 37, çăканне 103 килограмм хатĕрлесе вăрлăх фондне пуянлатнă.

1, 5 гектар çинче хыр вăрлăхĕ акнă. Шăтарнă ытти культурăна та пăхнă. Хыр вăрлăхне хамăр республикăри плантацире туса илетпĕр. Пĕлтĕр 108 килограмм татнă.

Пирĕн питомниксем пушар пĕтернĕ тата хăрнă вăрмана тавăрма кирлĕ чухлĕ хунав çитĕнтереççĕ. Вăрман хуçалăхĕсене çуллен вăрлăхран шăтарнă тĕм тата хунав 7, 2 миллион кирлĕ. Пĕлтĕр унран ирттертĕмĕр. Нÿрĕк çитменрен хыр тĕмĕпе хунавĕ хăрчĕ – акма-лартма çитмерĕ. Республикипе вăтамран тĕмпе хунавăн – 27, хăш-пĕр çĕрте 50-66 проценчĕ, уйрăмах кăнтăрти районсенчи питомниксенче нумайăшĕ ÿсеймерĕ.

Шăрăх вăрман культурисене те шар кăтартрĕ. Пурĕ 592 гектар çинчи вăрмана, ун шутне кĕртмен 547 гектар çĕре фондран кăларма тиврĕ. Кунта – 327 гектар (60:) чăрăш, хыр (29: ытла) тата лиственница (6: ытла). Кунсăр пуçне 99 гектар çине акнă вăрлăхран шăтнă культурăсем тĕмĕленеймерĕç.

Министерство пушар алхаснă 1400 гектар вăрман çĕрне кăçал çунчăкран тасатса фонда тавăрас тĕллевпе 1242 гектар çине йывăç ларттарма, 3790 гектар йышăнакан хунавсене пăхма, 1100 гектара çăралатма, хунав ларттармашкăн 1050 гектар çĕр хатĕрлеме палăртать. Вăрман хуçалăхĕсене хунавпа туллин тивĕçтерме питомниксенче 19 гектар вăрлăх акатпăр, 9 тонна ытла вăрлăх пуçтаратпăр, 10 миллион тĕм-хунав хатĕрлетпĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2011
00:00
Поделиться