Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Юмансăр юлас марччĕ

Çуркунне сунара çÿреме чарнă пулин те вăрманта вĕçен кайăк сахаллине палăртнă, сăлтавне уесра пурăнакансен тата сунарçăсен йышĕ ÿснипе ăнлантарнă. «Пăшал тытма пĕлмен хăш-пĕр егерь кайăк тытма мар, хăратма çеç пĕлет, - тенĕ. - Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан Атăлта пулă сахалланнă. Çынсем каланă тăрăх - пĕтĕмпех юхан шывпа пĕрмай шав кăларса çÿрекен йышлă пăрахутсене пула». Публицист ун чухнехи лару-тăрăва çынсен шухăшне шута илсе хак панă. Тупсăмĕ вара - пулă хуçалăхĕн отрасльне промышленноç никĕсне лартнинче, вăл XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Атăл тăрăхĕнче вăй илсе пынинче.

Писатель XVII-XVIII ĕмĕрсенче пăрахут тума юман турттарнă сĕм вăрмансенче куян çеç юлнишĕн куляннă. Истори докуменчĕсемпе паллашнă хыççăн ĕлĕк уесри вăрмансенче паха тирлĕ чĕр чун, тĕрлĕ вĕçен кайăк пайтах ĕрченĕ, кăмпа-çырла нумай пулнă, «хальхи вăхăтра вара вăл та, ку та çук, вĕсем çинчен юрăсем çеç хайланă» - тенĕ. Пĕчĕк юхан шывсем ăшăхланни, шыва сип-симĕс вĕт курăк хупăрласа илни, чылай çул каялла Шупашкар районĕнчи Ишекре карас ĕрчетме пĕвесем туни, çывăхри вăрмана каснăран юхан шывсем типни çинчен тĕслĕх илсе кăтартнă.

Уеса юманлăхсем XVI-XVII ĕмĕрсенчен юлнă. Автор пĕтĕмлетнĕ тăрăх вĕсене пĕтерекенсем - заводсем тата çĕнĕ çĕрпе ĕçлекенсем. Чикме хули вырăнĕнче ĕлĕк юманлăх кашланă. Çурт-йĕр хăпартакансем пĕтĕмпех кăкланă, кайран унта хурăнпа ăвăс кăна çитĕннĕ. Юман çырмасенче çеç юлнă. Пурнăç улшăннăçемĕн 44-66 см диаметрлă çăкасем пĕтнĕ, 22-26 см диаметрлисем кăна çитĕнеççĕ. Вăрмансене кăкланăран вĕлле хурчĕ ĕрчеймен, утарсем сахалланнă. Вĕсем сайраланнăран «çут çанталăк чухăнланса юлнă, вĕсем вара хресчене лайăхрах пурăнма май туса панă» тесе пĕтĕмлетнĕ.

«Пĕр юмансăр юлас вăхăт çитесси те нумай мар. Уесра вĕсем кашласа ларни çинчен çитес ăрусем тункатасенчен кăна пĕлĕç. Ачисен пуласлăхĕшĕн пăшăрханман çынсен кăнттам тĕттĕмлĕхне курман пек туса иртес марччĕ, вăрмансене упрассишĕн çирĕп мерăсем йышăнасчĕ», - тенĕ писатель пăшăрханса. Çак йĕркесене çырнăранпа 150 çул ытла иртнĕ. Чăваш Ен юмансăр юлман. Апла пулин те вăл чĕнсе каланă сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ.

 



"Хыпар"
02 марта 2011
00:00
Поделиться