Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вут пек вăйли çук, шыв пек хăрушши çук

Пушар хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата çурхи шыв-шура хатĕрленесси еплерех пынипе паллашас тĕллевпе района Чăваш Республикин Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару- тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю. Кекиш, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Михайлов, “Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба” патшалăх учрежденийĕн начальникĕ В. Игнатьев килсе кайнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тĕл пулнă чухне вĕсем шăпах çак ыйтусене çивĕчлетнĕ. Çурхи шыв-шур уйрăмах Пăла хĕрринче вырнаçнă ялсене хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Юлашки çулсенче юхан шыв çулне тÿрлетес енĕпе сахал мар ĕç тунă. Малашне Каншел тата Кĕçĕн Патăрьел ялĕсен çывăхĕнче те ку тĕлĕшпе тимлесшĕн.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Михайлов район администрацийĕн пуçлăхне Н. Глухова “2010 çулта вăрманти пушарсене сÿнтерме хастар хутшăннăшăн” медальпе наградăланă.

Чăваш Республикин Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю. Кекиш Турханти психоневрологи интерна-тĕнче тата Первомайски ял поселенийĕнче вырнаçнă пушар хуралĕн уйрăм пос-чĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2011
00:00
Поделиться