Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пĕрле канашлама

Çурхи ухата сезонĕ пуçланас умĕн сунарçăсемпе пулă тытакансен «Урмарская» обществи отчетпа суйлав пухăвне ирттерет. Вăл мартăн 19-мĕшĕнче Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче 10 сехетре пуçланĕ. Çут çанталăк тискер чĕр-чунсем йышлă пулнăран та хитре. Хăшĕ-пĕрисем сунарçăсем вĕсен йышне чакараççĕ тени вара тĕрĕс мар.

Лицензипе сунара тухакансем палăртнă чĕр-чунсене çеç тытаççĕ, çав вăхăтрах вĕсен район территорийĕнче шутне шутлама пулăшаççĕ, кашни сунар сезонĕнче мĕн чухлĕ вăрманпа уй-хир «хуçисене» тытмаллине палăртаççĕ. Асăннă кун çак тата ытти ыйтусем тавра калаçусем пулĕç.

 



15 марта 2011
00:00
Поделиться