Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ял çыннисем шывлă пулчĕç

Районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн 24-25-мĕш номерĕсенче "Шывпуçсем шывсăр аптраççĕ" заметка пичетленнĕччĕ. Унта Шывпуçпе Вăрманкас ялĕсенче шыв колонки ĕçлеменни пирки çырнăччĕ. Мартăн 11-мĕшĕнче райхаçат редакцине çапла хыпар килчĕ.

Эпир, Шывпуç-Вăрманкас ялĕнче пурăнакансем, Альбина Александровна Андреевана тав сăмахĕ каласшăн. Вăл тăрăшнипе пирĕн ял çыннисем шывлă пулчĕç. Ял депутачĕн тивĕçне Альбина Александровна чăннипех те пурнăçласа пырать. Ун пек çынсем ялта нумайрах пулсан чăваш ялĕ пĕтместех.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 марта 2011
00:00
Поделиться