Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Инкек ан кÿтĕрччĕ шыв-шур

Кăçал юр нихçанхинчен те ытларах çуса лартрĕ. Çанталăка кура вăл хăвăрт ирĕлни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Апла пулсан, çак тапхăра маларах тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илмелле, шыв-шур вăхăтĕнче тимлĕ те асăрхануллă пулмалла.

Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулхи çуркунне шыв-шуртан асăрханасси, инкек пулма пултарассине вăхăтра сирсе ярасси çинчен постановлени йышăннă. Районта ятарлă комисси туса хунă, çуркуннехи тапхăрта туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Çак кунсенче комисси ларăвĕ пулса иртрĕ.

Юр ирĕлсе шыв-шур сарăлнă вăхăтра мĕнле ĕçсем тумалла-ха;

Чи малтанах юр шывĕ çырмасене тулса вĕсем ейеве тухма пултарассине шута илмелле, кĕперсен, шыв урлă каçмалли хатĕрсен юсавлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслемелле. Плотинасемпе пĕвесем çинчен те манмалла мар – вĕсенчи шыва маларах юхтарса кăларма тăрăшмалла. Çавăн пекех электроэнерги, газ линийĕсем те тимлĕхре пулччăр, вĕсене шыв илме пултаракан вырăнсене маларах çирĕплетсе тухмалла.

Инкек пулма пултарасси çинчен халăха маларах асăрхаттарасси пирки те манмалла мар. Енчен те çынсене эвакуацилеме тивсен, ку ĕçсене йĕркелесе пыракансене палăртса-çирĕплетсе хумалла.

Масарсене, выльăх масарĕсене шыв илес, вĕсенчи тасамарлăх таврана сарăлас хăрушлăх çук-и; Çакăн çинчен те манас марччĕ. Çул-йĕрсене те йĕркере тытасчĕ.

Шыв-шур вăхăтĕнче ачасене те куçран вĕçертмелле мар – вĕсем çырма-çатра таврашне çывăха ан пыччăр. Шкулсенче çакăн пирки халех ăнлантару ĕçĕ ирттерме пуçăнмалла, путакансене çăлма, вĕсене малтанхи пулăшу пама малтанах хăнăхтармалла.

Тĕрлĕрен обьектсен таврашĕнче маларах шыв çулĕсем туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ – шыв ирĕклĕнех юхма пултартăр, капланса ан тăтăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2011
00:00
Поделиться