Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттересчĕ

Çурхи пĕрремĕш уйăха та кĕтĕмĕр. Кăçал юр çав тери чылай пулнине кура шыв-шур тапхăрĕ епле иртесси хытах шухăшлаттарать. Çавна май çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн начальникĕпе В.Н.Романовпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Валентин Николаевич, кăçалхи шыв-шур тапхăрĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Ытти çулсенчи вăтам кăтартусемпе танлаштарсан кăçал юр 2-2, 5 хут нумайрах, кунсăр пуçне унта шыв тытăмĕ 2 хут ытларах. Çавăнпа та кăçал шыв-шур тапхăрĕ (ейÿ) йывăртарах иртме пултарать.

– Çак çăмăлах мар тапхăра хатĕрленес тĕллевпе епле ĕçсем пурнăçлама тытăннă?

– Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн февралĕн 11-мĕшĕнчи "2011 çулта çурхи шыв-шур тапхăрне ирттерессине йĕркелесси çинчен" хушăвне тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Район территорийĕнче ку тапхăра йĕркеллĕ ирттерес тесе комисси туса хунă. Комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов. 2011 çулта шыв-шур вăхăтĕнче ирттермелли мероприятисен планне хатĕрленĕ. Гидротехника сооруженийĕсемпе яваплисене палăртнă. Ял тăрăхĕсенче те комисси йĕркелес, план хатĕрлес, кашни гидротехника сооруженийĕ тĕлĕшпе яваплă çынсем уйăрас ĕçе пурнăçларĕç.

Палăртмалла, районти 23 служба ейÿ тапхăрне инкексĕр ирттерес тĕллевпе хатĕрленет.

Мартăн 1-мĕшĕнче шыв-шур вăхăтне инкексĕр ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ районти комиссин ларăвĕнче гидротехника сооруженийĕсене, çулсене, кĕперсене, пăрăхлă каçăсене, электропередачăсен линийĕсене, çыхăнупа ăшă сечĕсене тĕрĕслемелли ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Мартăн 4-мĕшĕнче шăпах çак ушкăн районти экономика объекчĕсем ейÿ тапхăрне епле хатĕррине тĕрĕслесе çÿренĕ.

– Тĕрĕслев мĕн кăтартса панă-ши?

– Чылай çĕрте çулсене юртан тасатманни, машинсене иртсе çÿремелли çул ансăрри, шыв юхмалли пăрăхсене юрпа пăртан тасатма тытăнманни палăрчĕ. Çакă юр ирĕлме тытăнсан чылай инкек патне çитерме пултарать, çавăнпа та ейÿ тапхăрĕ инкексĕр ирттĕр тесе яваплисен тивĕçлĕ хатĕрленмелле, пур кирлĕ ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. "Кая юлсан каю шăтать", – тенине манас марччĕ.

– Кăçал районти хăш ялсене шыв илес хăрушлăх пур-ши?

– Малтанлăха пăхса хунă тăрăх Шулю, Мишеркасси, Утаркасси, Хурапыр, I Липовка ялĕсене шыв илес хăрушлăх пур. Хĕрлĕ Çыр ялне шыв илмесен те çулне татса кайма пултарать. Кунсăр пуçне электролинисене, çавăн пекех газопровод линийĕсене шыв-шур сиен кÿресрен шикленмелле. Юртан тасатманнипе çулсем арканас хăрушлăх та пур. Акă Кишлĕ патĕнче вăрмантан тухакан шыв ял патĕнчи çула татса кайма пултарать. Тихăнушкăнь ялĕ çывăхĕнче тунă плотина та лайăх асăрхаса тăмасан ял патне пыракан çула сиен кÿреет.

Шыв илнĕ тĕслĕхсем 2008 çулта Ирчкассинче, 2009 çулта Дубовкăра пулчĕç. Пĕлтĕр вара Вишенер ялне шыв илме пултаратчĕ.

– Валентин Николаевич, шыв-шур тапхăрне инкексĕр ирттерес тĕллевпе мĕн сĕнме пултаратăр?

– Чи малтанах манăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата унти специалистсене сыхă пулма сĕнес килет. Кашни ялпа яваплă çын уйăрас пулать. Шыв илме пултаракан ялсенчи çынсене эвакуацилемелли вырăнсене малтанах палăртса хумалла е вăхăтлăх усрамалли вырăнсем хатĕрлемелле. Трактор пур çынсемпе малтанах килĕшÿсем тума тăрăшмалла. Хăйăр, грави, вак чул хатĕрлемелли пирки те манмалла мар. Ял çыннисене, шкул ачисене асăрхаттаракан хутсем валеçмелле, ăнлантару ĕçне йĕркелемелле. Кирлĕ пулма пултаракан хатĕрсене те (кимĕ, кĕреçе...) хатĕрлемелле. Плотинăсене пăхса тăрас ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Пур çĕрте те шыв кайма çул уçса памалла. Тĕслĕхрен, кăçал Туктамăш ялĕ патĕнчи юр хăвăрт ирĕлсен, шыв валли çулне уçса памасан вăл I Липовка патне кайса сиен кÿме пултарать.

Çулсене пăхса тăракан организаци çинче, районта вăл пĕрре – "Резон" ХАО, пысăк яваплăх тăрать. Вĕсен шыв кайнă вăхăтра талăкĕпех тăмалли дежурство йĕркелемелле, техника хатĕрлемелле.

– Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

– Кашни ял тăрăхĕнчех шыв-шур вăхăтĕнче бригада йĕркелеме май пур. Çынсене ял тăрăхĕ укçа тÿлесен ĕçпе тивĕçтерекен районти центр укçа хушса тÿлет. Çавăнпа та кунпа усă курсан аван пулмалла.

Çут çанталăкран тепĕр чухне мĕн кĕтмеллине те пĕлеес çук, çавăнпа та маларах сыхланни инкекрен хăтарĕ. Пур яваплă службăн та шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерессишĕн тимлесчĕ, сыхă пулсан шыв илесрен те хăтăлăпăр.

Район çыннисем шыв-шур тапхăрĕнче хуть те хăш вăхăтра та çак номерсемпе шăнкăравлама пултараççĕ: 2-18-71, 2-11-01, 112.

 



"Пирěн пурнăç"
16 марта 2011
00:00
Поделиться