Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Эколог чунне мĕн ыраттарать?

ЧР Çамрăксен экологи дружинин хастарĕсем ЧР Президенчĕн стипендине çуллен тивĕçеççĕ. Вĕсен йышĕнче кăçал Тăвай районĕн пики, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн 4-мĕш курс студентки Алена Ларионова та пур. Çут çанталăк тусĕпе тĕл пулма тÿр килчĕ.

Хĕр шкулта вĕреннĕ чухнех географ пулма ĕмĕтленнĕ. Тавралăх илемĕ мĕн пĕчĕкренех тыткăнланă ăна. Аслă шкула кĕрсенех вăл географи экономикипе кăсăкланнă. Каярахпа, экологи дружинин ретне тăрсан, çут çанталăкпа ытларах çывăхланнă. Пĕрремĕш çул çÿрев халĕ те Алена асĕнчех. Шăпах çавăн чухне хĕр “ешĕлле шухăшлама” пуçланă. Унăн тавра курăмĕ анлăланнă. Унччен вăл кулленхи пулăмсене сăнаман пулсан халĕ çут çанталăкшăн кашнин тăрăшмаллине тата çакăншăн вăй хума куллен вырăнлине асра тытать. Паянхи ăрушăн çеç мар, пуласлăхшăн пархатарлă ĕçсем тума ăнтăлать, ăслăлăх статйисем çырать.

Алена Чăваш Енри çут çанталăкăн уйрăм сыхлакан территорийĕсене 1-мĕш курсрах тĕпченĕ, статистика кăтартăвĕсене тишкернĕ. Халĕ пике кÿлĕсене сăнать, вĕсен морфологи тытăмне тĕпчет. Ăсталăхне туптама ăна Евгений Осмелкин преподаватель пулăшать. Сăмах май, вăл - экологи дружинин йĕркелÿçисенчен пĕри. Ăслăлăх ертÿçин канашĕсемпе сĕнĕвĕсем Аленăна хавхалантараççĕ, çут çанталăкри пулăмсене малашне те тĕпчеме хистеççĕ.

Шел те, пултаруллă пикепе пĕр курсра вĕренекенсенчен тăваттăшĕ çеç экологи дружинине çÿреççĕ. Президент стипендиатки каласа кăтартнă тăрăх - 3, 5-мĕш курссенче ăс пухакансем вĕсен йышĕнче пачах çук. “Çут çанталăка юратма ирĕксĕр хăнăхтараймăн. Чылайăшĕ тавралăхăн йывăрлăхĕсем пирки пĕлмест, çавăнпа çÿп-çапа ăçта килнĕ унта пăрахать. Пирĕн тĕллев - çамрăксене перекетлĕхе, тирпейлĕхе, экологи культурине вĕрентесси. Тĕрĕссипе, шăпăрлана кун пирки пĕчĕк чухнех ăнлантармалла. Эпĕ те экологи дружинине кĕрсен çеç çут çанталăкăн татса паман нумай-нумай ыйту пуррине пĕлтĕм. Халĕ ыттисене, тĕслĕхрен, çÿп-çапа виçĕ тĕрлĕ контейнера хумаллине, кил-тĕрĕшре ртутьлĕ япаласем тытмалла марри пирки калатăп”, - пĕлтерчĕ Алена.

Стипендиатка дружина йĕркелекен мероприятисене яланах хастар хутшăнать. Çуллен виçшер хутчен “Сăрçи” заповедникре иртекен эрнелĕх сăнавра пулать, экологи вĕрентĕвне халăхра сарас тĕлĕшпе чылай вăй хурать, студентсене Чăваш Енри экологи лару-тăрăвĕпе паллаштарать. Аслă шкулта ку темăпа лекци сайра пулать, çавăнпа хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ăна кăсăклансах итлет-мĕн. “Кашни республикăрах экологипе çыхăннă çивĕч ыйту пайтах. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри - çÿп-çаппа кĕрешесси. Чăваш Енре ку енĕпе пăр тапраннă темелле. Çакна хула урамĕсенчи тасалăх та çирĕплетет. Анчах, шел те, чуна ыраттаракан самант та çук мар. Шупашкарти пĕчĕк юхан шывсен çывăхĕнчи тирпейсĕрлĕх, тасамарлăх куç кĕрет. Çынсем хăйсем пурăнакан вырăнсене илем кĕртме шухăшламаççĕ, мĕн пур çÿп-çапа, кирлĕ мара шыва пăрахаççĕ. Çак юхан шывсен çывăхĕнче пулнă хыççăн хуламăр чи таси, чи капăрри тееймĕн. Пăхса тăман, тасатман çăл куç та вун-вун. Автомашина шинисем, юрăхсăр япаласем, кĕленче тата пластмасса савăтсем шыв-шур çывăхĕнче вырăн тупнине тăтăшах курма пулать. Çăл куçсен çумĕнче шыва вĕретсе ĕçмелли тата тирпейлĕхе тытса тăмалли пирки асăрхаттарнине чылайăшĕ асра тытмасть. Çакă çынсен экологи культури пĕчĕк шайра пулнипе çыхăннă-тăр”, - чун ыратăвне пĕлтерчĕ хĕр.

“ÇХ” вулаканĕсене Алена Ларионова кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен те тĕплĕ шухăшлама сĕнет. Ăна чунпа пурнăçлама хушать, мĕншĕн тесен ĕçе кăмăлпа пуçăнмасан вăл çынна тивĕçтермелле пулаймасть.

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
18 марта 2011
00:00
Поделиться