Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шыв-шур чăрмав ан кÿтĕр

Вăрмар район администрацийĕнче çурхи ейÿпе кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Вăрмар район администрацийĕн 2011 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи 33 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ейĕве хирĕç кĕрешекен комисси йĕркеленĕ, çурхи ейÿпе кĕрешмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Комисси ларăвĕнче уйрăмах гидротехника сооруженийĕсен хăрушсăрлăхне тимлĕх уйăрнă. Вĕсене техника требованийĕсем тĕлĕшĕнчен тĕрĕслес ĕçе пуçăннă, кашнин çумне яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсенче ейÿпе кĕрешессипе штабсем йĕркеленĕ.

 



25 марта 2011
00:00
Поделиться