Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çурхи ейỹ инкек-синкексĕр ирттĕр

Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллех ирттерсе ярас, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тĕллевпе районти ял тăрăхĕсенче ейỹпе кĕрешес енĕпе ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсем автомобиль çулĕсене, кĕперсене, çыхăну тата электричество передачисен линийĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çакăн пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă инкеке сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи Александр Демьянович Клементьев каласа парать: - Кашни çулах çуркунне ейỹ района, ял тăрăхĕсен территорийĕсене пысăк инкек кăтартать. Вĕсенче гидротехникăн 42 сооруженийĕ вырнаçнă. Уйрăмах вĕсем Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче чылай. Ялсенчен ытла аякра вырнаçнă, кивелсе çитнĕ май (чылайăшĕнне 25 çул ытла усă курнă), аварисем пулма пултараççĕ. Çавăн пекех кăçал юр та хулăн. Çакна шута илсе, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен хушăвĕпе çурхи шыв-шур тапхăрне ирттерсе ярас енĕпе ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсен йышне ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсене, ял старостисене, ял хуçалăх предприятийĕсен яваплă çыннисене кĕртнĕ. Унсăр пуçне кашни гидротехника сооруженийĕ патĕнче ятарлă дежурство йĕркеленĕ. - Кăçалхи ейỹ тапхăрĕ урăхларах пулма пултарать. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? - Унăн хăрушлăхĕ тăпрара нỹрĕк çуккипе, çĕр 20-30 сантиметр çеç шăннипе те çыхăннă. Юр тарăн пулни те хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа çул-йĕре пăхса тăракан службăсен те дежурствăна вăйлатмалла, инкеке сирме хăйсен техникине явăçтармалла. Кашни кĕпере, çулсем айĕнчен иртекен пăрăха икĕ енчен юр-пăртан, çỹп-çапран тасатмалла. Ку енĕпе "Чувашавтодорăн" Канашри управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕ, Елчĕкри ДПМК производство кооперативĕ ĕçе пуçăннă. Çак вăхăтра çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсен умне тăратнă тĕллеве çурринчен ытларахăшне пурнăçланă. - Çапах та, Александр Демьянович, çул çинче инкек пулма пултарать вĕт-ха? - Кунта та ĕçе пуçăннă. Чул, грави, хăйăр, цемент, пĕренесемпе троссем хатĕр-ленĕ. Ĕç хатĕрĕсене те йĕркене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра çулсен хĕррисене тасатаççĕ, канавсем чаваççĕ. Шыв çулĕсене тасатаççĕ. Шыв ан илтĕр тесе тăрăшакан организацисемпе предприятисем талăкĕпех дежурство йĕркелесен те, ятарлă техника хатĕрлесен те çынсем лăпланса, айккинчен пулăшу кĕтсе ан ларччăр, хăйсем пурăнакан çуртсен, сарайсемпе гаражсен йĕри-таврашне юртан тасатчăр. Ейỹ тапхăрĕнче ертỹçĕсен хăйсене шанса панă территорисенчен тухса каймалла мар, хăрушлăх сиксе тухсан васкавлă мерăсем йышăнмалла. Районти ялсем, масарсем, фермăсемпе удобренисен склачĕсем шыв айне пулас хăрушлăх ан пултăр тесе тимлемелле. Уйрăмах Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Элекçей Тимеш ялĕсенчи хăш-пĕр урамсем шыв айне пулас хăрушлăх пур. Çавна шута илсе, 65 пин тенкĕлĕх резерв фондне йĕркеленĕ.

 



"Елчĕк Ен"
30 марта 2011
00:00
Поделиться