Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пусăсене тасатса юсанă

Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă программа районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ку тĕлĕшĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем уйрăмах çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул ял тăрăхĕн администрацийĕ халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕ май Тỹскел тата Патреккел ялĕсенче - пĕрер, Элекçей Тимешре икĕ пусса тĕпрен тасатса юсанă. Пĕлтĕрхи пысăк калăпăшлă ĕçсен шутне çавăн пекех Патреккел çăл куçне тĕпрен тасатнине кĕртмелле. Пусăсене тасатас ĕç малаллах тăсăлать. Асăннă ĕçре ял çыннисен те пысăк пуçарулăхпа палăрмалла.

"Елчĕк Ен"
30 марта 2011
00:00
Поделиться