Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Юр кайнă тапхăрти яваплăх

Пирĕнтен нумайăшĕ çуркунне çитнĕшĕн савăнать, тавралăх хĕл ыйхинчен вăранса пыни çынсен кăмăл-туйăмне хăпартлать. Çакăнпа пĕрлех сахал мар çын çурхи шыв-шур кÿлĕсемпе пĕвесенчен, юхан шывсенчен ейĕве тухса хăйсене шар кăтартасран та шикленет, мĕншĕн тесен кăçал юр хĕл каçа палăрмаллах нумай çурĕ.

Иртнĕ çу кунĕсем шăрăх та типĕ тăчĕç, çавна май тарасасемпе çăлкуçсенче, пĕвесемпе кÿлĕсенче, тăпрара шыв çителĕксĕр. Çĕр те тарăн шăнман юр вăхăтра хулăн выртнă пирки. Çаксене шута илсе, хальхи пекех кăнтăрла ăшăтса, каçхинесенче кăштах шăнтсан, çурхи шыв-шур вăхăчĕ йĕркеллех иртсе каймалла тесе шутлаççĕ специалистсем. Апла пулин те ку тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе çитни, питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулни кирлĕ.

Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче юр хулăнăшĕ 60 сантиметр пулнине палăртаççĕ, ку вăл нумай çулхи вăтам кăтартусенчен 30–35 см пысăкрах (Йĕпреç, Çĕрпÿ, Патăрьел, Вăрнар районĕсенче нормăран 31–48 см хулăнрах). Юрти шыв запасĕ нумай çулхи кăтартусенчен 230 процентпа танлашать. 2010 çулта юр запасĕ нормăран çурри е кăшт ытларах кăна пулнă. Юхан шывсенче пăр нормăран çÿхерех.

2011 çулхи гидрометеорологи условийĕсем параметрсемпе 2005 çулхи условисене çывăх теççĕ. Ун чухне шыв вăйлă тулнă тата унăн шайĕ хăрушă виçине çитнĕ.

Çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе тивĕçлĕ мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Ведомствăсем хушшинчи комиссисен ларăвĕсенче тата районсенче (çав шутра пирĕн районта та) çурхи шыв-шуртан сыхланса тата ытлашши шыва кăларассине йĕркелемелли мерăсене тимлĕ пăхса тухса тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Районти “Дорстрой” ООО, сăмахран, шыв çулĕсене уçассипе пĕркунтанпах ĕçлет, ĕçе маларахах пуçăннă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн районти комиссийĕ çурхи шыв-шур тапхăрĕнче районта хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ĕçсен планне туса хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ. Ятарлă комисси ларăвĕ те пулнă. Таврари улшăнусене, шыв управĕсене сăнасах тăраççĕ. Хăш-пĕр гидросооруженисен, пĕвесен умĕсене çирĕплетеççĕ. Чăн та, хальлĕхе çурхи шыв-шур тапранман-ха, юхан-шывсенче, кÿлĕсемпе пĕвесенче пăр та хăй вырăнĕнчех. Пăр сиен кÿме е сăтăр тума пултаракан вырăнсенче пăра касса уçаççĕ.

Республикăра шыв шайне виçсе-сăнаса тăма пысăк юхан шывсем çинче гидрологи посчĕсем туса хунă. Кăçал ейÿпе кĕрешмелли мероприятисем валли 34 млн. тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

Чăваш Енре гидротехника сооруженийĕсем сахал мар. Вĕсем пирĕн районта та пур. Вĕсен çирĕплĕхĕ, юсавлăхĕ, шанчăклăхĕ тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине тĕрĕслесе тăраççĕ. ГТСсене Ростехнадзор специалисчĕсем те, вырăнта та тĕрĕслеççĕ. Пĕлтĕр асăннă сооруженисене тĕпрен юсамашкăн 21 млн. тенкĕ ытла пĕтернĕ, кăçал ку тĕллевпе республикăра 26, 48 млн. тенкĕ уйăраççĕ.

Çуркунне тĕрлĕрен пулма пултарать. Уйрăмах маларахри çулсенче шыв илнĕ вырăнсемпе питĕ тимлĕ пулмалла, ейÿ сарăлас-тăвас пулсан тивĕçлĕ службăсем килĕшÿллĕ те кал-кал, компетентлă пулнинчен шыв-шур тапхăрĕ пысăк сиен кÿмесĕр иртесси нумай килет. Çынсен те хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлмелле, хыпарсемпе паллашса, шыв хăпарнине, ейÿ тухма пултарнине сăнасах тăмалла. Шыв-шур тĕлĕшпе хăрушлăх е ытти пăтăрмах килсе тухас пулсан, “01” номерпе (сотовăй телефонпа “112”) шăнкăравласа пулăшу ыйтма майсем пур.

Оригинал статьи: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=597&link=&preurl=.&fkey=f_jurl_id&id=186923

 



"Ял ĕçченĕ"
01 апреля 2011
00:00
Поделиться