Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çурхи ейÿ инкек ан кăтарттăр

Çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тĕллевпе районта, çавăн пекех ял поселенисенче те ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсем автомобиль çулĕсене, кĕперсене, çыхăну тата электричество передачисен линийĕсене пăхса, тĕрĕслесе тăраççĕ, инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Кăçалхи çуркунне Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çакăн пирки пирĕн хаçат редакцине район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкеке сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Григорий Николаевич Каллин çапла пĕлтерчĕ:

– Кăçалхи юр хулăнăшĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан вăтамран 30-35 сантиметр ытларах ларнă. Юрти шыв саппасĕ Чăваш Енре вăтамран 230 процент пулсан, пирĕн районта вăл 310 процент. Çакă пире тата ытларах асăрханма ыйтать.

Ял поселенисенче паян 39 гидротехника сооруженийĕ. Вĕсем Патăрьелĕнче, Треньелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче уйрăмах йышлă. Кăçалхи ейÿ тапхăрĕ унчченхисенчен урăхларах пулма пултарать. Çавăнпа та çул-йĕре пăхса тăракан тата ытти службăсен те дежурствăна вăйлатмалла, инкек-синкеке сирме хăйсен техникисене явăçтармалла. Кашни кĕпере, çулсем айĕнчен иртекен пăрăха икĕ енчен юр-пăртан, çÿп-çапран тасатмалла. Вырăнсенче шыв-шур сарăлнă тапхăра хатĕрленсе туса çитереймен ĕçшĕн инкек курмалла ан пултăр. Уйрăмах Пăла юхан шывĕ çумĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансене асăрхаттарас килет. Ейÿ сарăлни чăн малтанах вĕсене инкек кÿме пултарать.

Хальхи вăхăтра “Чăвашавтодорăн” Патăрьелĕнчи участокĕн çул –йĕр ĕçченĕсем çулсем хĕррисене тасатаççĕ, канавсем чаваççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Шыв ан илтĕр тесе тăрăшакан организацисемпе предприятисем талăкĕпех дежурство йĕркелесен те уйрăм çынсен лăпланса айккинчен пулăшу кĕтсе лармалла мар, хăйсем пурăнакан çурчĕсен йĕри-таврашне юртан тасатмалла. Ейÿ тапхăрĕнче вара ертÿçĕсен хăйсене шанса панă территорисенчен тухса каймалла мар, хăрушлăх сиксе тухсанах васкавлă мерăсем йышăнмалла. Районти ялсем, масарсем, фермăсемпе удобренисен склачĕсем шыв айне пулас хăрушлăх ан пултăр тесе тимлемелле. Уйрăмах Анат Туçа, Тутар Тимеш, Вăтаел ялĕсенчи хăш-пĕр урамсем шыв айне пулас хăрушлăх пур. Çавна шута илсе районта 50 пин тенкĕлĕх резерв фондне йĕркеленĕ.

Çутçанталăк пулăмĕпе çыхăннă инкекрен маларах асăрханни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна вырăнсенче çирĕп шута илмелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 апреля 2011
00:00
Поделиться