Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çурхи шыв инкек ан кÿтĕр

КĂÇАЛХИ ейÿ вăхăчĕ малтанхи çулсенчисенчен урăхларах пулма пултарать. Унăн хăрушлăхĕ тăпрара нÿрĕк çуккипе, çĕр 20-30 сантиметр тарăнăш çеç шăннипе (норма - 80-100 сантиметр), юр нумай тата унри нÿрĕк виçи пысăк пулнипе çыхăннă. Çанталăк тăруках ăшăтсан шыв çĕре сăрхăнаймĕ, йĕри-тавралла сарăлĕ. Лару-тăру хальхи пекех пулсан - каçхине кăшт шăнтсан, кăнтăрла хĕвел пăхсан – ейÿ шар кăтартмĕ.

Шыв юхмалли пăрăхсемпе шахтăсем пăрпа тулса ларни; бетон тата çĕр сийĕ хушшинче шыв юхма пуçлани; плотинари урапа йĕрĕсене (вĕсем транспорт хатĕрĕсем çÿренĕрен пулаççĕ) юр тата çумăр шывĕ тулни; ейÿ тăпрана юхтарса кайни авари сăлтавĕсем пулма пултараççĕ. Çавна май хальхи вăхăтра пăрăхсемпе шахтăсем патне çитмешкĕн çулсем тумалла, вĕсене пăрпа юртан тасатмалла. Ял тăрăхĕсен тата ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене сывлăш температури ÿсме пуçласан яланхи дежурство йĕркелеме хушнă. Вĕсен дежурнăйсене сотовăй телефонсемпе, транспортпа тивĕçтермелле, ĕç хатĕрĕсем (пакурсем, лумсем, кĕреçесем, вăрăм чикмексем, вĕренсем т. ыт. те) тупса хумалла. Çавăн пекех пурăнмалли çуртсен, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, суту-илÿ тата ытти учреждени объекчĕсен тăррисене юрпа пăртан тасатмалла, кĕперсем, çулсен шыв юхмалли канавĕсем (çĕр айĕнчисем) мĕнле лару-тăрура пулнине тĕрĕслесех тăмалла. Ейÿ сарăлнă кунсенче ертÿçĕсен хăйсене шанса панă территорирех пулмалла, таçта аякка каймалла мар, хăрушлăх сиксе тухсан васкавлă мерăсем йышăнмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 апреля 2011
00:00
Поделиться