Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Енре вăрмансенче пушарсем тухасран асăрхаттарас тата вăрмансене çĕнĕрен чĕртес енĕпе мĕн пур шайри влаç органĕсен, ведомствăсемпе службăсен ĕçне тĕплĕн тишкернĕ.

Республикăра вăрмансенчи пушарсене сÿнтерес енĕпе пĕрлехи план туса хатĕрленине палăртмалла. Çывăх вăхăтра ăна Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствинче çирĕплетмелле. 2011-2015 çулсенче республикăн «Вăрмансене пушарсенчен сыхласси» тĕллевлĕ программине, 2011-2013 çулсенче пушарсем сиенленĕ вăрмансене çĕнетмелли ĕçсен планне йышăннă. Çуннă лаптăксене шута илсе кăçал 1400 гектар лаптăк çинче вăрмансене çĕнетме пăхнă. Президент лартмалли паха материал хатĕрлес, ют çĕр-шывра туса кăларнă, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшакан лартмалли техника сутăн илес темăна хускатнă.

Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех уй-хирти çурхи ĕçсене ăнăçлă ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă. Республика пуçлăхĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем сутăн илесси çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Хакне 10 процент чакарнă 1600 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсене хуçалăхсене валеçнĕ те ĕнтĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Константин Косачев тата ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев /вĕсем Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков патне çырупа тухнă/ пĕрле тăрăшнипе «Роснефть» нефть компанийĕнчен /«Ульяновскнефтепродукт» АХО/ 16600 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнĕрех хакпа туянмалли хушма майсем тупăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен дизтопливăн çак калăпăшĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсен çулталăкра кирлĕ виçин 70 проценчĕпе тивĕçтерет. Çакă ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене 100 млн тенке яхăн çăмăллăхсем илме май парать.

Олег Макаров премьер-министр Нумай функци пурнăçлакан центр ĕçне йĕркелесси пирки каланă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен унта хăйсен ачисене сывлăха çирĕплетмелли лагере çăмăллăхлă условисемпе яма кăмăл тăвакан ашшĕ-амăшне регистрацилеме пуçланă. Вăл палăртнă тăрăх çак пулăшу ĕçне илмешкĕн центра чылай ашшĕ-амăшĕ пынă, черетсем те пулнă. Çавна май республика Президенчĕ граждансем валли вĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕ-сене илме пултарччăр тесе паянхи вăхăтпа килĕшсе тăракан йĕркеллĕ условисем туса пама, ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем кăларма хушнă.

Канашлура çавăн пекех бюджета пурнăçланин ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

 



"Хыпар"
05 апреля 2011
00:00
Поделиться