Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç пĕр çул çеç ÿсмест

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев, Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.Зубков «Вăрмансенчи пушарсенчен сыхланасси çинчен» ыйтупа йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă.

М.Игнатьев Чăваш Республикинчи лару-тăрупа паллаштарнă. 2010 çулта республика территорийĕнчи вăрмансенче 10421 гектар çинче 145 пушар пулнă. Вĕсенче 6 пин гектар çинчи йывăçсем çуннă е сиенленнĕ. Вăрмансенчи пушарсем кÿнĕ сиен 144 млн яхăн тенкĕлĕх, çав шутра вут-çулăма сÿнтерме кайнă тăкаксем - 37 млн яхăн тенкĕ. Кăçал 1, 4 пин гектар çинче вăрман чĕртмелле. 7, 2 млн штук йывăç хунавĕ хатĕрлесе хунă, унсăр пуçне 10 тонна йĕкелĕн шăтаслăхне тĕрĕслеççĕ, çав йĕкеле 19 гектар çинче лартса хăвармалла. Республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçланă тапхăрта ятарлă пушар техники туянма Чăваш Ен бюджетĕнчен 132 млн тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.

Президент вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, вут-çулăмпа ăнăçлă кĕрешес енĕпе кирлĕ условисем йĕркелес тĕллевпе Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствинчен çĕнĕ йышши икĕ пушар-хими станцийĕ йĕркелемешкĕн ирĕк пама ыйтни çинчен пĕлтернĕ.

 



08 апреля 2011
00:00
Поделиться