Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ейÿ инкек ан кÿтĕр

Шăмат кун Михаил Игнатьев Президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çурхи ейÿ тапхăрĕ мĕнлерех иртни, йышăнакан мерăсем çинчен каласа панă. Республикăра кăçал пур çĕрте те тенĕ пекех çĕр тарăн шăнман - нумай çулхи вăтам нормăран сахалрах. Юр хулăнăшĕ вара, пачах тепĕр майлă, нумай çулхи вăтам кăтартусенчен 20-25 см чухлĕ пысăкрах. Комитет пуçлăхĕ Йĕпреç, Çĕрпÿ, Патăрьел, Вăрнар районĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртнă, унта юр хулăнăшĕ 32-35 см пысăкрах. Тухса тăнă тата кĕтекен гидрологи условийĕсене тĕпе хурса тунă прогнозпа килĕшÿллĕн юхан шывсем çинчи пăр нумай çулхи вăтам вăхăтран 3-8 кун каярах хускалмалла. Калăпăр, Сăр çинчи пăр ака уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче кайĕ.

Çивĕч лару-тăрăва хатĕрленсе ведомствăсен ейÿпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕсене ирттернĕ, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тренировка йĕркеленĕ. Республикăра ейÿ зонине 3, 5 пин ытла тĕрлĕ гидротехника сооруженийĕ лекет, вĕсене сăнасах тăраççĕ.

МЧСăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов водоводсемпе коллекторсене тасатни çинчен пĕлтернĕ, вĕсем кирек хăш вăхăтра тулса ларма пултараççĕ, çавна май ĕç-пуçа сăнасах тăмалла.

М.Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пĕрлехи диспетчер службисен оперативлă çыхăнăвне мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă, информацие оперативлă майпа илсе тăрассине, ку енпе талăкĕпех ĕçлемеллине палăртнă. Президент çулсене кирлĕ пек пăхса тăмалли çинчен каланă, шыв пухăнакан вырăнсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Строительство пыракан вырăнсене тĕрĕслесе тăмалла. Çавăн пекех артезиан шывĕн пахалăхĕн мониторингне, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессине йĕркелемелле, кирлĕ тĕк уйрăм ялсене ĕçмелли шыв вăхăтра турттарса пырассине тивĕçтермелле. Михаил Васильевич çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çынсене пăр кайнипе, юр ирĕлнипе, çуртсен тăррисенчен пăр катăкĕсем ÿкнипе çыхăннă хăрушлăх пирки анлăн пĕлтерсе тăмалли çинчен каланă.

М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисем валли йĕркеленĕ семинарта федераци ведомствисен пуçлăхĕсемпе сÿтсе явнă темăсене те çĕкленĕ. Сăмахран, çĕр-шыв Правительствин Председателĕ Владимир Путин хушнипе халĕ вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлемелли тытăма тĕпчес, педагогика ĕçченĕсен шалăвне ÿстермелли сĕнÿсемпе механизм хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ. Çак хушăвăн тĕп тĕллевĕ - 2011 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕрентекенсен шалăвне ерипен ÿстерсе пырасси, ăна регион экономикинчи вăтам ĕç укçин шайне çитересси. Палăртни вырăнлă: кăçалхи ака уйăхĕнче çак енĕпе ĕçлессине тата мониторинг ирттерссине тивĕçтерекен коордианци канашĕпе ĕç ушкăнне туса хума йышăннă. Чăваш Ен Президенчĕ республикăн вĕренÿ министрне Владимир Иванова çак темăна тĕплĕн тишкерме хушнă.

Михаил Васильевич республикăри больницăсенчи черетсен ыйтăвне татса парас енĕпе мĕнле ĕçленипе кăсăкланнă, ку енĕпе малашне те çине тăрсах ĕçлеме хушнă. Юлашкинчен Чăваш Ен пуçлăхĕ Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илме мерăсем йышăнмашкăн хушса çапла каланă: «Пирĕн ветерансен çапăçусенчи тата ĕçри паттăрлăхĕ Тăван çĕр-шыва юратнин çутă тĕслĕхĕ тата патриотизма вăй памалли никĕс пулса тăрать, вĕсен паттăрлăхне пирĕн ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла».

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/10252/index.php?id=s120736162846

 



"Хыпар"
12 апреля 2011
00:00
Поделиться