Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Ешĕл планета - 2011» форумра

ИРТНĔ уйăхра Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви çумĕнчи шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" Центрĕнче Пĕтĕм Раççейри "Ешĕл планета-2011" экологи форумĕн республикăри конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 17 районпа 5 хуларан 607 ĕç тăратнă.

"Çут çанталăк хакне виçме çук, вăл пуриншĕн те пĕрре" номинацире Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Алла Симурзина, "Вăрман пурнăçĕ тата çынсен кун-çулĕ" номинацире Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Сергей Еремеев – иккĕмĕш, "Ешĕл планета çине ачасен куçĕпе пăхсан" номинацире Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн членĕ Василий Ивановпа Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Ралина Несибуллова виççĕмĕш вырăн йышăннă, çак шкулти Радик Кафизов лауреат пулса тăнă. "Эко-объектив" номинацире Палтиелĕнчи вăтам шкулти "Туслăх" ача-пăча Республикин коллективĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 апреля 2011
00:00
Поделиться