Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Инкек кăçал та ан пултăр

ÇАНТАЛĂК пĕлтĕрхи пек шăрăх тăнине ватă çынсем те ас тусах каймаççĕ. Çавна май çĕр-шывра, вăл шутра хамăр республикăра та вăрмансенче пушар тухнă тĕслĕхсем пулчĕç. Вут-çулăм сахал мар сиен кÿчĕ. Телее тенĕ пек, çак инкек пиртен пăрăнса иртрĕ. Хамăр сыхă тăнăран, çирĕп дежурство йĕркеленĕрен, рейдсем тăтăш ирттернĕрен "хĕрлĕ автан" çунат сарни пулмарĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли техника та юсавлă пулчĕ.

Çуннă вăрмана çĕнĕрен чĕртме пĕрре те çăмăл мар. Çуркунне лартса хăварнă хунавсенчен кĕреш йывăçсем çитĕнессе вуншар та вуншар çул кĕтме тивет.

Вăрмансенче пушарсем тухни пирки Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев 2011 çул валли Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те асăнчĕ. "Çак çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн тÿрĕ тивĕçĕ çитес ăрусемшĕн çут çанталăк вăрманĕсене сыхласа хăварасси пулнине ăнланса илмелле", – терĕ вăл. Унăн сăмахĕ пурне те пырса тивет. Апла пулсан, пирĕн кăçал та тимлĕхе çухатма юрамасть – çанталăк мĕнле килессине малтанах пĕлсе хума çук. Президент каланă пек, "пирĕн çут çанталăк çине мĕнлерех пăхассине граждансен экологи яваплăхне тата культурине тытăмлăн ÿстерсе тĕпрен улăштармалла". Эппин, пĕр сăмахпа, çут çанталăк, уйрăмах вăрман енĕпе питех те асăрхануллă пулмалла. Президент хăйĕн Çырăвĕнче экологи ыйтăвĕсене те хускатни, ман шутпа, питĕ вырăнлă

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ – патшалăх шайĕнче сыхланакан, упранакан территори. Кунта "тискер туризм" çук. Культурăллă кану вырăнĕсем вара пур, вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ, яваплă çынсене çирĕплетнĕ.

Çак кунсенче кăна-ха лесничествăра 2011 çулхи çуллахи сезона мĕнле хатăрленнине тĕрĕслерĕç, вут-кăвар тухасран сыхă тăрас тĕлĕшпе пирĕн ĕçе лайăх хак пачĕç.

Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ граждансене вăрманта пушар тухасран сыхланма чĕнсе калатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 апреля 2011
00:00
Поделиться