Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Районта – çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ, республикăра шыв-шур ыйтăвĕпе ĕçлекен комисси председателĕн çумĕ Е.Юшин пулнă, çурхи ейÿ тапхăрне мĕнле кĕтсе илнипе паллашнă. Çак ыйтупа вăл чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулнă. Министр çумне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районта шыв-шур ыйтăвĕпе ĕçлекен комисси председателĕ М.Калмыков шыв вăйлă сарăлнă тапхăра хатĕрленсе районта мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки пĕлтернĕ.

Е.Юшин районта пулнă май Патăрьел, Сăкăт, Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕсенчи гидротехника сооруженийĕсемпе те паллашнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 апреля 2011
00:00
Поделиться