Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмана пушартан сыхлас тĕллевпе

2010 çулта çĕршывра пурĕ 32 пин хутчен пушар тухнă. Вĕсем Раççей экономикине пысăк тăкак кÿнĕ. Вăрмансенче пушар тухассине асăрхаттарас ĕçсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ виçине кăçал 4 хут ÿстернĕ.

2010 çулта республика территорийĕнчи вăрмансенче 145 хутчен пушар тухнă, 6 пин гектар çинчи вăрман çунса кĕлленнĕ. Тăкак 144 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутран пушар сÿнтерме кăна – 37 млн тенкĕ. Республикăра «2011-2015 çулсенче вăрмансене пушартан сыхласси» тĕллевлĕ программа йышăннă.

«Вăрман пушарĕсене сÿнтерессине йĕркелесси» программăпа 64 ертÿçĕне вĕрентсе хатĕрленĕ, 202 патруль маршрутне «7 пин çухрăма тăсăлать» çирĕплетнĕ.

Чăваш Енри çут çанталăк министерствин вăрмансене пушарсенчен сыхлакан служби республика бюджетĕнчен уйăрнă 6 млн та 320 пин тенкĕ укçапа пушар сÿнтермелли хатĕр-хĕтĕрпе йăлтах тивĕçтернĕ пилĕк автомобиль туяннă. Раççей оборона министерстви Чăваш Республикине пушар сÿнтермелли тăхăр автомобиль уйăрнă.



"Хресчен сасси"
13 апреля 2011
00:00
Поделиться