Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ан çунтарăр!

ЮЛАШКИ вăхăтра юр хăвăрт ирĕлме пуçларĕ. Часах çынсем урамсенчи, ялсем таврашĕнчи çÿп-çапа тасатма, пĕлтĕрхи хыт-хурапа типĕ курăка çунтарма пуçлĕç. Анчах та вутпа питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмалла. Типĕ курăк лаптăкĕсене (кил-çурт таврашĕнчи, çырмасенчи) çунтарнă вăхăтра пĕлтĕрхи çуркунне районта вут сарăлса кайнă, çавна май пушар тухнă фактсем темиçе те пулчĕç. Юрать-ха, телее, çын вилнĕ тĕслĕх пулмарĕ.

Кăçал пĕлтĕрхи тĕксĕм уроксенчен хăтăласчĕ. Инкек ан пултăр тесен, кил-çурт таврашĕнчи çÿп-çапа çунтармалла мар, пахча кĕтессине шăтăк чавса, ăна унта пăрахмалла, çиелтен тăпрапа хупламалла. Типĕ курăкпа хыт-хурана та çунтарма юрамасть. Ăна çавапа çулса, кĕреçепе кăкласа пуçтармалла, пахча кĕтессине компост тума хумалла. Пахча валли питĕ лайăх тислĕк пулать. Çырмасенчи, улăх-çаранри типĕ курăка та çунтармалла мар. Çунтарни экологи тĕлĕшĕнчен те сиенлĕ. Çут çанталăкăн – хăйĕн саккунĕсем: пĕлтĕрхи курăк хăйех типет, ун вырăнне çĕнни ешерет. Вут-çулăм курăксен тымарĕсене те пысăк сиен кÿрет, вĕсем малашне парка ешереймеççĕ.

Никам пăхса тăман вут сарăлса кайнине курсан, çăлав службин пĕрлĕхлĕ "01", е сотовăй телефонпа – "112" номерсемпе шăнкăравламалла. Пушарниксем киличчен вута алă айне лекнĕ кĕреçепе, йывăç тураттипе çапса, шыв сапса е огнетушительпе сÿнтерме пуçламалла.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пурнăçлани инкек пуласран хăтарса хăварĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2011
00:00
Поделиться