Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хамăр пуласлăха эпир пĕрле тăватпăр

"Çурхи ырăлăх эрни" Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ акцие кăçалхипе 15 хут ĕнтĕ йĕркелеççĕ. Вăл "Хамăр пуласлăха эпир пĕрле тăватпăр" девизпа иртет. Акци кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче пуçланчĕ, ыран вăл вĕçленĕ.

Ку акцие шкул территорийĕсене, парксене, урамсене тасатассине, йывăç-тĕм лартассине, ватă çынсене тата пĕччен пурăнакан ватăсене тимлĕх уйăрассине вăйлатассипе, çитĕнекен ăру пин-пин ырăлăх урокĕ илтĕр тесе йĕркелеççĕ. Çурхи ырăлăх эрнине кăмăл тăвакансен пурин те хутшăнма ирĕк пур. Чăннипе, вăл ыран вĕçленĕ, анчах та çак икĕ кун хушшинче пĕр урамра, çуртра пĕччен пурăнакан ватăна, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне пулăшу кÿме вăхăт пур-ха: шывне çырмаран кÿрсе памалла-и е кил-çуртра тирпейлемелле-и. Ырă ĕç тума нихăçан та кая юлмастпăр. Ватă çын сире ырăпа асăнĕ. Е тата хамăр пурăнакан çурт-йĕри тавра, урамра, çырмара выртакан тасамарлăха пуçтарни çак акцире палăртнă тĕллеве пурнăçланине çирĕплетĕ.

Çурхи ырă ĕçсен эрнинче экологи субботникне те районта йĕркелеççĕ, вăл ĕнер пулчĕ. Апла пулин те райадминистраци, предприятисемпе организаци, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсен, шкул ачисен вăйĕпе кăна хĕллехи çÿп-çапа тасатса çитереймĕпĕр. Çавăнпа та Мăн кун умĕн (ку уявччен яланах çуртра тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçлатпăр) тăван тавралăха, района, яла, урама таса курма ăнтăлакансем Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ акцие хутшăнассинчен аякра тăрса ан юлччăр. Çак эрнене ял çыннисем те хутшăнса пархатарлă утăм тăвасса шанас килет. Сиртен кăна ял, урам илемĕ килет.

 



"Пирěн пурнăç"
23 апреля 2011
00:00
Поделиться