Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кăçал та ĕç нумай

Нумай миллионлă проект туллин пурнăçа кĕрсен районта шыв ыйтăвĕ вуçех татăлĕ

Вăрнарти шыв хранилищин строительство объектĕнче район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин, «Спецводстройăн» производство енĕпе ĕçлекен директорĕ Игорь Анисимов, «Гидроресурс» директорĕ Камиль Салихов, «Старко» субподряд организацийĕн техника директорĕ Василий Самаров, «Водоканал» директорĕ Леонид Сантимер тата ыттисем хутшăннипе ĕçлĕ канашлу иртнĕ.

Хальхи вăхăтра объектра шыв тасатмалли сооруженисен строительстви пырать. Çĕкленекен тĕп корпусра шыва тасатса резервуара ăсатакан мĕн пур фильтр, насус вырнаçĕç. Тасалса кĕрекен шыв резервуарĕн, çавăн пекех котельнăйăн тата станцин проходной çурчĕн никĕсне яма тытăннă.

Уйăх вĕçĕ тĕлне кăçалхи çула уйăрнă 98 миллионран 25 миллион тенкине ĕçе кĕртме палăртнă. Пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене ятарлă оборудование туса кăларасси тытса тăма пултарать. Ăна Мускав облаçĕнче ăсталаççĕ, вăл тăватă уйăхран тин хатĕр пулать.

Паянхи куна водоводăн пăрăхĕсене вăрман патне çити 750 метр хунă. Строительство ĕçĕсене малалла тăсма йывăçсене 23 метр сарлакăш пĕтĕмĕшле 11 гектар çинче касма тивет. Пурлăх тата юридици ыйтăвĕсене татса памалли кăна юлнă.

Камиль Салихов кăçал шыв управĕн плотинин хăрушсăрлăхĕн декларацине илмеллине аса илтернĕ. Çакăн валли типĕтмелли канавсен тата фильтрацин чăтăмлăхне тĕрĕслеме плотинана туллин «ĕçлеттерсе» пăхĕç, аварисене асăрхаттарма ятарлă вĕрентÿ ирттерĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2011
00:00
Поделиться