Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чи кирли – тимлĕх, асăрханулăх

ИРТНĔ ÇУЛ çу типĕ те шăрăх тăнăран республикăри вăрмансенче пушарсем тухнă тĕслĕхсем пулкаларĕç. Кăçалхи çанталăка та пĕлме çук. Хĕвел хĕрÿлĕхĕ ÿснĕçемĕн вăрманта та çĕр, юр айĕнчен тухнă çулçăсемпе курăк хăвăрт типеççĕ. Çакă хăрушлăх кăларса тăратать: пĕр хĕлхем те калама çук пысăк инкек кÿме пултарать.

Умра – çурхи пысăк уявсем. Канмалли кунсенче вăрмана каяс текенсем, паллах, пулаççĕ – вĕсене пурне те чарса пĕтерме çук. Çавна май çакна асăрхаттарасшăн. Тархасшăн вăрмана каяссинчен тытăнса тăрăр - уявсене ытти çĕрте те ирттерме пулать. Вăрманта кăвайт чĕртмесĕр шашлăк ăшалаймассине асра тытса, вут-кăварпа питех те асăрхануллă пулăр, çунакан вута асăрхасах тăрăр, кайран ăна тĕплĕн сÿнтерсе хăварăр.

Пирус-сигарета, шăрпăка та лайăх сÿнтерсе çеç пăрахмалла, çакăн çинчен ыттисене те асăрхаттармалла.

Вăрман – хамăрăн пуянлăх, çут çанталăк илемĕ. Ăна килес ăрусем валли упраса хăварасси – пирĕн тивĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 апреля 2011
00:00
Поделиться