Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Юмана упраса хăварăпăр-ши?

Çĕмĕрле районĕнчи Николай Кондратьев пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă. Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскере шăпа Çĕмĕрлене илсе çитернĕ.

Кунта 1987 çултанпа пурăнать. Çут çанталăка юратнăран вăрманçă пулса тăнă. Малтан Шăмăршăра тăрăшнă. Хăй ĕмĕрĕнче миçе йывăç лартнă-ши? «Нумай. Шутламан», - терĕ. Ăна канăç паман ыйту - чăваш юманĕ. Унпа нумай çул кăсăкланать, вун-вун литература тишкернĕ. Ăна чăваша чапа кăларнă юманлăх пĕтни пăшăрхантарать.

- 1703 çулта Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе килĕшÿллĕн пысăк юхан шыв таврашĕнчи пирĕн вăрмансене управ вăрмансем теме йышăннă, - каласа пачĕ вăрманçă. - 1709 çулта карапсем тума Хусана тата Питĕре юман турттарнă. 1840 çулта карап тумалли вăрман департаменчĕн директорĕ çапла çырнă: «Чăвашра 900-1000 пăт таякан юман нумай. Вĕсене 30-50 лашапа Сăр хĕррине кăлараççĕ». 1900 çулта Парижра ирттернĕ тĕнче шайĕнчи курава Сăр тăрăхĕнчен патвар юман турттарса кайнă. Вăл 30 метр çÿллĕш, диаметрĕ 160 см пулнă. Ĕлĕк пирĕн тăрăхра юман сахал мар ÿснĕ. Халĕ çукпа пĕрех. Саланчăк енче 2-3 юман юлнă теççĕ.

Юман - çирĕп йывăç. Халапсенче час-часах тĕл пулать. Ĕлĕк чăваш ывăлне тĕреклĕ çитĕнтĕр тесе Юман ят хунă. Сăр хĕрринчи вăрмансенче те çÿллĕ юмансем кашланă. Ватăсем каланă тăрăх - вĕсем çирĕп пулнă, пуртă тÿрех витереймен.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Туслăх» пионер лагерĕ пулнă вырăнтан карап тума турттарнă. Çулсем иртнĕçемĕн çак лаптăк хăйĕн ятне упраса хăварнă. Сăрта карап чăтлăхĕ тенĕ. Çакăн пек вырăн Штанаш тата Туканаш ялĕсен çывăхĕнче те пулнă. 1718 çулта карап тума юрăхлă юмансене кăларма хресченсене пухнă. Вĕсене лашмансем тенĕ. Йывăçа Сăр тăрăх Атăла кăларнă, унтан хуласене леçнĕ. Ĕçленĕшĕн лашмансене укçа тÿлемен. XVIII ĕмĕрте налук вырăнне ĕçлесе панă. Хĕлле Сăр çывăхне турттарнă. Вăрманта пĕренерен ансăр çул тунă. Ăна Парăс çулĕ тенĕ. Пирĕн тăрăхра вăл упранса юлман. Çуна çине хурса вунă е ытларах лашапа турттарнă.

1861 çулта хресченсене улпутсенчен хăтарсан лашмансем вăрман ĕçлеме пăрахнă. Сăр хĕрринчи карап тума юрăхлă юмансем ватăлнă. 1866 çулта вĕсене сутма тытăннă. Вырăнти хресченсем илеймен, ытларах ют çĕр-шыв çыннисем туяннă.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пирĕн вăрмансенче каллех пуртă сасси илтĕннĕ - юмансене каснă. Унпа катка-пичке тунă. Сăр юманĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинче чи лайăххи шутланнă. Ăна туянассишĕн французсемпе нимĕç компанийĕсем пĕр-пĕринпе тупăшнă. Кĕрешÿре нимĕçсем çĕнтернĕ. Вăрман промышленноçĕ Миклич Францпа çыхăннă. Халăхра ăна Микĕлч тенĕ.

Катка-пичке тăвасси çăмăл ĕç мар. Юман касмалла, турттармалла, çурмалла, якатмалла. Вăйлă çынсем, ăстасем кирлĕ пулнă. Лайăх ĕçлекенсене кунне 20-30 пус тÿленĕ. Хатĕр продукци Кăрмăш пристанне кайнă. Унтан Францие, Англие тата Африкăри çĕр-шывсене ăсатнă. Тĕнче шайĕнчи суту-илÿре ку тупăшлă ĕç шутланнă. Микĕлч, çаврăнăçуллăскер, йÿнĕ ĕç вăйĕпе усă курнă. Каярах чăвашсем хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Хăшĕ-пĕри пыл хурчĕн «çуртне» юманран тунă. Пурăна киле унпа çурт никĕсне янă.

Юман Аслă вăрçă çулĕсенче те пысăк усă кÿнĕ. Вăрмансенче ансăр çулсем /узколейкăсем тенĕ/ тунă. Вĕсем тăрăх пĕчĕк пуйăссем çÿренĕ.

1978-1979 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Утаркасси ялĕнче çĕрнĕ юман тункатисене тăпăлтарнă. Валерий Сатлайкин пĕлтернĕ тăрăх - вĕсен диаметрĕ 180-120 сантиметр пулнă.

Шел те, хальхи вăхăтра Сăр тăрăхĕнчи вăрмансенче юман - Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тăрăхĕсенче - çав тери сахал. Пурăна киле вĕсем те çухалĕç. Вăрманçăсем палăртнă тăрăх - çамрăккисем ĕлĕкхисен çÿллĕшне çитеймĕç. Йывăç çулçине хурт-кăпшанкă çисе ярать. Çирĕп йывăç музейсенчи экспонат кăна пулса юлĕ-ши? «Йывăр шухăш пуçа пăралать. Ыррине шанас килет. Чăвашра юмансем вăй илĕç-ха», - тет Николай Кондратьев.

 



"Хыпар"
04 мая 2011
00:00
Поделиться