Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

"Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер"

"Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" акцие районти ял тăрăхĕсем хастар хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп экологĕ Л.Павлова пĕлтернĕ тăрăх, йывăç-тĕм лартас енĕпе чылай ял тăрăхĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче ку енĕпе акар йытăсен питомникĕ (ертỹçи Л.Князев) пысăк пуçарулăхпа палăрнă. Питомник ĕçченĕсем хăйсен территорийĕнче 300 тĕп пан улми, хĕрлĕ пилеш тата чăрăш тĕмĕсем лартнă. Курнавăш ял тăрăхĕнче "Колос" хуçалăх хирте тата Турхан ялĕнче 400 тĕп чăрăш лартнă. Çак ĕçе Çĕнĕ Пăва шкулĕ те хастар хутшăннă. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче те йывăç лартас енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, Кушкă, Аслă Пăла Тимеш, Сăрьел шкулĕсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тата культура ĕçченĕсем 500 тĕп чăрăшпа 50 тĕп хĕрлĕ пилеш тĕмĕсене лартса хăварнă. Кунта "Победа" хуçалăх ĕçченĕсене те ырăпа палăртса хăвармалла. Вĕсем ферма таврашĕнче 200 тĕп чăрăшпа 20 тĕп хĕрлĕ пилеш лартнă. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем вара йывăç-тĕм анчах мар, чечексем лартса тавралăха илем кỹрессипе те сахал мар ĕç пурнăçланă. Елчĕк ялне пырса кĕрекен ункăра тата Тĕп лапамра хальлĕхе пурĕ 400 тĕп ытла тĕрлĕ чечек лартнă. Çывăх вăхăтра вĕсем тата 1400 ытла тĕп чечек лартаççĕ. Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче 350 тата 400 тĕп йывăç-тĕм лартма палăртнă. Ĕçе вĕсем çывăх вăхăтра пуçăнĕç.

 



"Елчĕк Ен"
07 мая 2011
00:00
Поделиться