Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Акци вĕçленчĕ

"ПАРКСЕН МАРШĔ" акци кашни çулах тĕрлĕ конкурссем, çавра сĕтелсем, куравсем, ачасен экологи мероприятийĕсене ирттернипе палăрса тăрать. Кăçал та "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ хăйĕн ырă йăлине пăрахăçа кăлармарĕ. Мероприятисене пурĕ 2000 ытла çын хутшăнчĕ. Хамăр район çыннисемсĕр пуçне, акцие кăçал республикăри ытти районсенчен те (17 районпа хуласенчен) ачасем хутшăнса хастарлăх кăтартрĕç.

"Хамăр туслăхпа вăрмансене упратпăр!" экофестиваль "Парксен маршĕ -2011" акцие пĕтĕмлетме май пачĕ. 600 ытла çут çанталăк тусĕ акци вăхăтĕнче лозунгсемпе, символикăсемпе, хăмпăсемпе Шăмăршă урамĕпе утрĕç. "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче уяв концерчĕ те ăнăçлă иртрĕ. Искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, культура аталанăвĕ центрĕн ĕçченĕсем, "Фломингăпа" "Антонина" ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Курава тăратнă ÿкерчĕксем те хăнасене тыткăнларĕç. Çамрăк ÿнерçĕсене жюри Дипломсемпе Грамотăсем парса чысларĕ. Районти ВДПО канашĕн председателĕ И.Крылова хутшăннипе йĕркеленĕ пушар темипе çыхăннă мероприяти конкурсанчĕсем те парнесемсĕр юлмарĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2011
00:00
Поделиться