Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăк пуянлăхне упрар

Çуркунне-çулла – çут çанталăк ырлăхĕн вăхăчĕ. Никамăн та килте ларас килмест: пушă вăхăтра вăрман уçланкинче шашлăк пĕçереççĕ, каçхине кăвайт тавралла пухăнаççĕ, пĕве хĕрринче пулăра лараççĕ тата ытти те.

Çут çанталăк ытамĕнче каннинчен ырри нимĕн те çук. Анчах çакнашкал канакансем тăван тавралăха сиен кÿни те вăрттăнлăх мар. Сăмахран, вăрманта алхасакан вунă пушартан саккăрăшĕ çын айăпĕпе тухать. Хÿтлĕхсĕр йывăçсем çунаççĕ, унпа пĕрлех кайăксемпе чĕрчунсем пĕтеççĕ. Çавăнпа та çут çанталăк ырлăхĕпе тирпейлĕ усă курар.

Çуркунне симĕс курăк тата йывăçсем çинче çулçăсем тухиччен, пушарсенчен асăрханас тĕллевпе, вăрмансене кĕме юрамасть. Шашлăксен тапхăрне каяраха хăварăр. Вăрманта кăвайт чĕртрĕр-тĕк, уйрăмах тимлĕ пулăр. Чи пĕлтерĕшли – тĕрĕс вырăн суйласси, йывăçсем çумĕнче тата торфлă çĕр çинче нихăçан та çулăм ан кăларăр. Вут-кăвара ятарлă вырăнсенче е унччен кăвайт пулнă вырăнта чĕртсен аванрах. Енчен те ун пеккисем çук-тăк, тавралла чавса тухăр, çĕнĕ вырăн хатĕрлĕр.

Пысăк кăвайт чĕртме кирлĕ мар. Пĕчĕкки те, тĕрĕс йĕркелени, ăшă çителĕклĕ парать. Юнашар пĕве е юханшыв пуррине тĕрĕслĕр, инкек тухсан шыв илме май пултăр. Ан манăр: кăвайта пăхса тăмасăр хăварма юрамасть.

Вут-кăвара хăвăрт шывсăр сÿнтерес тесен çулăма путлантарса нÿрĕ çĕрпе хупласа хумалла. Çĕре урапа лайăх таптăр, тĕтĕм пачах ан тухтăр. Кăвайт патĕнчен тÿрех пăрахса кайма юрамасть. Ку ансат правилăсене пăхăнни пысăк инкексенчен хăтарĕ, çут çанталăк пуянлăхне сыхласа хăварма пулăшĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2011
00:00
Поделиться