Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçсем ешерĕç

"Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" акцие хутшăнса Çĕнĕ Пăва шкулĕнче Йывăç кунĕ иртнĕ. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе аслă классенче пĕлỹ илекенсем "Колос" хуçалăх уйĕнче 4500 тĕп чăрăш лартса хăварнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те çак кун шкул территорине симĕслетессипе тимленĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса вĕренекенсем 430 тĕп йывăç лартнă.

 



"Елчĕк Ен"
14 мая 2011
00:00
Поделиться